Илем тӗнчене ҫӑлать, ырӑ кӑмӑл пулӑшать

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 09:02 Просмотров: 23

Тӗлӗнмелле маттур та пултаруллӑ, ӗҫчен те сӑпайлӑ, тӑрӑшуллӑ та хастар, илемлӗ те чӑтӑмлӑ, ҫепӗҫ те вӑйлӑ ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пурӑнать Каншел тӑрӑхӗнче.  “Ҫӑлкуҫ” халӑх фольклор ушкӑн юрӑҫи, культорганизатор, сӑвӑҫ, ал ӗҫ ӑсти, обществӑлла хастар…  Хӑйӗн пурнӑҫри пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланать

Культорганизатор Каншел клубӗнче яваплӑха туйса ӗҫлет. Кунтах краеведени музейӗ йӗркеленӗ. Тĕрлĕ ĕçсем, ăсталăх класĕсем ирттерет. Ҫамрăксем те, аслă çулхисем те хаваспах çÿреççĕ культура çуртне. Наталья Алексеевна тӗрлӗ конкурс, фестивале хаваспах хутшӑнать, ҫӗнтерет. Нумаях пулмасть “Ҫамрӑксен хаҫачӗ” сӑвӑ вулакансем хушшинче ирттерекен  батлта хӑй ҫырнӑ сӑвва туйӑмпа вуласа ҫӗнтернӗччӗ.  Акӑ каллех хӗпӗртеме, мухтама сӑлтав пур.  Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут ирттерекен «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсем шайӗчи ял хӗрарӑмӗсен пултарулӑх конкурсӗнче те  ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Ал-ĕç ăсталăх конкурсĕнче çăм арласа тĕлĕнтерчĕ, апат-çимĕç тĕпелĕнче те хăйне евĕр наци апачĕпе сăйлама пултарчĕ, тăлăх арăм хÿхлевĕпе пурин кăмăлне тыткăнларĕ, йĕтес чĕртни йăлапа паллаштарчĕ. Пĕрле хавхалантарма килнĕ „Çăлкуç“ фольклор ушкăнĕпе халăх юррисемпе савăнтарчĕç, чăвашсен типĕ ташшипе хавхалантарчĕç.  Чӑваш ялӗн илемӗ Наталья Алексеевна. Тив.çлĕ шайра, сценă çинче хăйне тытма пĕлнипе, сăпайлăхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. „Хӗрарӑмӑн вӑйӗ — вӑл тӑван ҫӗре, ҫемьене, ачасене юратнинче, вӗсене упраса пурӑннинче, йывӑр вӑхӑтра хавхалантарса, ҫул кӑтартса пынинче. Вӗсем — чӑн-чӑн чун вӑйӗн, пурнӑҫ тымарӗн управҫисем“, – тесе пĕтĕмлетрĕç жюри членĕсем унён пултарулёхне хак парса.

Светлана Кулакова, ЧНК Патăрьел тăрăхĕнчи ертÿçи.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика