Ял хĕрарăмĕсен кунĕ тĕлне тата «Ялта чи лайăххисем» проектпа килĕшÿллĕн республикăра пĕрремĕш хут йĕркеленĕ «Хĕрарăм — ял управçи» конкурса Чăваш патшалăх филармонинче пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.
Регион премине тивĕçессишĕн 21 округри 200 ытла номинант тупăшнă. Пирĕн муниципалитетран иккĕн лауреат ятне тивĕçнĕ.
Надежда Замкова «Пултаруллă» («Созидательница») номинацинче палăрнă. Вăл «Асам тĕрри» бренд хатĕрлевçи тата вырăнти алă ĕç ăстисен ертÿçи. Надежда Чăваш Енри халăх йăли-йĕркине упрассишĕн, ăна йăхран йăха куçарассишĕн тăрăшать.
«Тургай» кану базин, фермер хуçалăхĕн ертÿçи Чулпан Пазюкова «Аталану горизончĕ» номинацинче çĕнтернĕ. Унăн пуçарулăхĕ, тапса тăракан вăй-халĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ял хуçалăхне, пĕрлех туризма аталантарма пулăшать.
Ентешсен çитĕнĕвĕсенче кулленхи ĕç, çуралнă тăрăха юратни, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшни курăнать.
Октябрь 2026 |
