Проект чирсене вăхăтра тупма пулăшрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:43 Просмотров: 16

Округра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе иккĕмĕш çул пурнăçа кĕрсе пыракан «Сывлăх патне утăм» проект вĕçленчĕ. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн никĕсĕ çинче вăй илнĕ проект халăхшăн усăллине тепĕр хут кăтартса пачĕ.

Кăçал медицина ĕçченĕсен мобильлĕ ушкăнĕ 16 хутчен çула тухнă. Муниципалитетри 2469 çын пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕпе усă курнă. Уйрăмах больницăна час-часах çÿременнисене тухтăрсем тимлĕхе илнĕ. Икĕ е ытларах çул та сиплев çуртне пыман 292 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Врачсем патне пынă 134 пациентăнне чирсен малтанхи тапхăрне тупса палăртнă: сахăр диабечĕ — 33, юн пусăмĕ ÿсни — 49, чĕрен ишеми чирĕ 51 çыннăн. Çавăн пекех сывлăх енчен хавшанă икĕ çынна больницăрах выртса сипленме направленипе тивĕçтернĕ.

«Сывлăх патне утăм» проект кашнине çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме май пачĕ.

Николай ТИНЮКОВ,

Патăрьел больницин тĕп врачĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика