Сывлăх — чи хаклă пурлăх тетпĕр. Ăна упрас тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, пĕрлех сывлăха тĕрĕслеттерсе тăмалла. Вăхăтра диспансеризаци тухни, анализсем пани тĕрлĕ чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртма, тÿрех сипленме май парать. Патăрьелĕнчи тĕп больницăра вара çакна валли условисем çителĕклех. Юлашки çулсенче кунта уйрăмах чылай çĕнĕлĕх пулчĕ.
Врач амбулаторийĕсемпе ФАПсем уçăлаççĕ
Çынна пĕрремĕш хут курсанах тум-тиртен хаклаççĕ. Учрежденин вара унăн тулашĕнчи сăн-сăпачĕ тÿрех курăнать. Патăрьелĕнчи тĕп больницăна 2022 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе тĕпрен юсанă хыççăн хулари пĕр-пĕр медцентра аса илтерет. Территоринче таса та тирпейлĕ. Çу каçипе пĕр чечек хыççăн тепри çеçке çурать. Шала кĕрсен те улшăнусем чылай. Халĕ кунта çутă та хăтлă, çавăн пекех куç начар кураканнисем валли тухтăрсем патне кĕнĕ çĕрте ятарлă паллăсем вырнаçтарнă.
Тĕп учрежденисĕр пуçне ялсенчи врач амбулаторийĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсенчен нумайăшне «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе юсанă. 2024 çулта Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе тăватă врач амбулаторийĕ — Шăнкăртамра, Нăрваш Шăхалĕнче, Туçара, Çĕнĕ Ахпÿртре — хута кайрĕ. Пĕлтĕр Турханти тата Ыхра Çырминчи сиплев учрежденийĕсем пациентсем валли алăкĕсене уçрĕç. Чăваш Ишекĕнче, Кивĕ Катекре кивелнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем вырăнĕнче çĕннисем тунă. Çĕньялта, Анат Туçара, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче тĕпрен юсанă.
— Турханти врач амбулаторийĕн 120 çулхи юбилейне çĕнĕ çуртра кĕтсе илтĕмĕр. Ĕçлекенсем те, халăх та «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе çĕкленнĕ сиплев учрежденийĕшĕн питĕ савăнчĕ. Кунта тухтăрсемпе медсестрасене вăй хума, пациентсен сывлăхне тĕрĕслеме, сиплев процедурисене тума условисем çителĕклĕ. Сăмах май, паяна врач амбулаторийĕ 6 ялти 2000 ытла çынна медицинăн анлă пулăшăвĕпе тивĕçтерет, — пĕлтерчĕ Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов.
Юлашки çулсенче чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăракансем нумайланчĕç. Çакна шута илсе Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ача çураттармалли уйрăмран пуçри юн тымарĕсене сиплекен уйрăм туса хучĕç. Паллах, унта та юсав ĕçĕ ирттерме тивнĕ. Иртнĕ çул кунта 327 пациентăн сывлăхне сипленĕ, вĕсенчен 258-шĕ урăх тăрăхран килнĕ.
Пурлăхпа техника
бази пуянланать,
цифровизацие çул уçăлать
Сывлăх сыхлавĕнче самана таппинчен юлма юрамасть. Чире вăхăтра тупса палăртма тата тĕрĕс диагноз лартма оборудованисем те хальхи вăхăтрисем кирлĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больница юлашки çулсенче çĕнĕ хатĕрсемпе чылай пуянланнă: рентгеномаммограф, томограф, диагностикăллă рентген комплексĕ, ультрасасăллă диагностка аппарачĕ икĕ единица, стоматологи кабинечĕсем валли тăватă кресло, сиплев çурчĕн уйрăмĕсене 25 дефибриллятор,16 электрокардиограф... Пĕрлех «Сывлăх» наци проекчĕн «Регионти сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилесси» проектпа ятарлă 9 çăмăл машина хутшăннă.
Çĕнĕлĕхсем çакăнпа çеç вĕçленмеççĕ. Кăçал «Сывлăх кашни валли» федераци проекчĕпе сывлăх центрне пуянлатма 20 оборудовани илме палăртнă, вĕсенчен 17шĕнпе усă кураççĕ те ĕнтĕ.
Патăрьел тĕп больници çумне Елчĕкри, Шăмăршăри сиплев учрежденийĕсем хутшăннине тата инçетри ялсенче пурăнакан аслă çултисене тухса çÿреме йывăррине шута илсе куçса çÿрекен маммограф тата флюрограф панă.
Сиплев çурчĕ çĕнĕ оборудованисемпе пуянланнăран хирургсем хăш-пĕр операцие çĕнĕ мелпе, лапароскопипе, тăваççĕ. Тĕслĕхрен, унччен аппендикса илме ÿте каснă пулсан халĕ шăтараççĕ çеç.
Республикăри специалистсене Патăрьелĕнчи тĕп больницăна чĕнсе чирлĕ пациентсене операци тăвассипе те Юхмапа Пăла тăрăхĕ регионта пĕрремĕш пулнă. Ку меслете ахальтен йĕркелемен. Çапла майпа вырăнти тухтăрсем хальхи вăхăтри çĕнĕ методикăсене хăнăхаççĕ, пĕрлех пациент та ниçта каймасăрах пысăк пулăшу илет.
Регионта цифровизаци аталаннă май сиплев ĕçĕнче телемедицина технологийĕ вăй илсе пырать. Вăл пахалăхлă медицина пулăшăвне, уйрăмах аякри территорисенче пурăнакансене, илме май парать.
Патăрьелĕнчи тĕп больницăра телемедицинăпа та туллин усă кураççĕ. Иртнĕ çул «врачпа врач» майпа — 1376, «врачпа пациент» мелпе 150 консультаци илнĕ. Сăмах май, пĕлтĕр 4591 консультаци пулнă. Çĕнĕлĕх медицинăшăн та, пациентсемшĕн те питĕ усăллă.
«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ пулăшнипе телемедицинăпа сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш сыпăкĕнче те усă кураççĕ. Нумай пулмасть юсанă фельдшерпа акушер пункчĕсенче медицинăн дистанцилле технологине пурнăçа кĕртме условисем çитеççĕ. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те округри тĕп тата республика больницисенчи профиллĕ специалистсенчен канаш илееççĕ. Çакна та палăртмалла: регионти пур ФАП та Республикăри медицина информаци системин (РМИС) пĕрлехи цифровизацин экосистемипе çыхăннă.
Кадрсем — сывлăх сыхлавĕн
тĕп вăйĕ
Квалификациллĕ специалистсем хуть хăш ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ, сывлăх системинче пушшех те. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шăпах кадр дефицитне пĕтерме, медицина ĕçченĕсен професси сумне ÿстерме май парать. Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ку ыйтупа çине тăрсах вăй хуни палăрать: хальхи вăхăта медперсоналсем çителĕклĕ.
Пурнăç саккунĕ çапла: пĕрисем ĕçлеме пăрахаççĕ, теприсем вĕсене улăштараççĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă медработниксем вырăнне çамрăксене явăçтарассипе сиплев учрежденинче сахал мар тăрăшаççĕ. 2025 çулта çĕнĕ 7 специалист килнĕ. Вĕсенчен 6 тухтăр федерацин « Земство тухтăрĕ», пĕр медсестра «Земство фельдшерĕ» программăсемпе ĕçлеме вырнаçнă. Кăçал штата тата травматолог-ортопед, невролог, хирург тата пĕр фельдшер хутшăннă. Хальхи вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ хулинче ăс пухакан 32 студентпа виçĕ ординатор Патăрьелĕнчи тĕп больницăран направлени илсе вĕренме кайнă.
Пулас медиксене ĕçе явăçтарас тĕллевпе больница Шупашкарти Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕпе тата медицина колледжĕпе тачă çыхăну тытать. Кунта вĕренекенсем час-часах сиплев çуртне практикăна килеççĕ, малтанхи утăмсене тума хăнăхаççĕ. Çавăн пекех пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас текен шкул ачисене те хушăран курма пулать.
«Профессионал çулĕ» проектпа килĕшÿллĕн пуласлăхне медицинăпа çыхăнтарас ĕмĕтлисем каникул вăхăтĕнче ятарласа пĕр кун больницăра практика ирттереççĕ. Вĕсем врачсемпе, медсестрасемпе пĕрле çÿреççĕ, çăмăл мар ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн врачĕ Николай Тинюков профориентацие çамрăкран пуçлани кадрсем хатĕрлеме, хăйсен ĕçне юратакан специалистсем çитĕнтерме май панине палăртать.
— Наставниксем пире шкул ачисем пек мар, кĕçĕн ĕçтешĕсем вырăнне хурса йышăнаççĕ, çавăнпа тухтăр пулас шухăш тата ытларах çирĕпленчĕ, — тет Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ăс пухакан Дина Хафизова.
— «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ пирĕншĕн аталану çулĕ пулса тăчĕ. 2025 çулта тĕллевсене туллин пурнăçларăмăр, кăçал та вĕсем вăя кĕрсе пыраççĕ. Эпир халăхра чĕре, юн тымарĕн чирĕсенчен, онкологинчен тата ытти сăлтавпа вилекенсен шучĕ сахаллантăр тесе тăрăшатпăр. Кунта профилактика ĕçĕсем, диагноза иртерех тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланнипе пĕрлех çулсем иртсен те хастарлăхне, пурнăç пахалăхне те ан çухатчăр тетпĕр. Инфратăм аталанăвĕ, çĕнĕ технологисене алла илни, специалистсем çителĕкли палăртнисене пурнăçлама май парать, — тет Патăрьелĕнчи больницăна 24 çул ертсе пыракан Николай Тинюков. Сăмах май, Николай Антонович 1986 çулта Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Кăçал ăна «Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ работникĕ» ята панă.
Тунă ĕçсемпе, çитĕнÿсемпе Патăрьелсем лăпланса ларма хăнăхман. Малашлăхри тĕллевсем те пысăк. 2030 çулччен тĕп больницăн стационарне, Патăрьелĕнчи врач амбулаторине тĕпрен юсама, çĕнĕ ФАПсем хута яма, çавăн пекех васкавлă мендицина пулăшăвĕн подстанцине хăтлăлатма, гараж тума палăртнă. Паллах, çĕнĕ оборудованисем те хутшăнмалла, çамрăк специалистсем те килмелле. Пурнăç таппипе утакан коллективра çапла пулмалла та.
Ольга ПАВЛОВА
Шухăшсенм
Галина ИЛЮТКИНА, Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан:
— Чир ыйтса килмест. Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи тĕп бьницăра чĕрепе юн тымарĕсен уйрăмĕнче выртсах сипленме тиврĕ. Тухтăрсемпе медперсоналсем тăрăшнипе, çĕнĕ оборудованисемпе усă курнипе ура çине хăвăрт тăтăм. Эпĕ унччен хамăн чирпе Шупашкарти больницăна çÿреттĕм. Çак уйрăм уçăлнăранпа вырăнтах сипленме май пурришĕн савăнатăп.
Светлана ФЕДОРОВА,
Пăлакассинчи ФАП
заведующийĕ:
— Телемедицина ялти фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекенсемшĕн те питĕ вырăнлă. Юн пусăмĕ ÿснĕ, ОРВИпе е ытти урăх чирпе чирленĕ пациентсем килсен тÿрех участок терапевчĕпе çыхăнатăп. Чирĕн малтанхи паллисене, çын хăйне мĕнле туйнине пĕлтеретĕп. Çакăн хыççăн тухтăр диагноз лартса мĕнле эмелсемпе сиплемеллине калать.
Çулталăк пуçланнăранпа эпĕ медицинăн дистанцилле технологийĕпе 72 хутчен усă куртăм.
Светлана КАШТАНОВА,
Патăрьелĕнчи тĕп больницăри
врач-рентгенолог:
— Эпĕ мĕн пĕчĕкренех тухтăр пулас ĕмĕтпе ÿснĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. 2024 çулта «Земство тухтăрĕ» программăпа Патăрьелĕнчи тĕп больницăна ĕçлеме килтĕм. Çамрăк специалистсене больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков çул уçса парать. Çакă питĕ лайăх.
Больницăра рентгенологи енĕпе оборудованисем çителĕклех. Компьютер томографĕ те, маммограф, рентген, флюорограф аппарачĕсем те çĕннисем. Чирлисене тĕрĕслемелли, сиплемелли майсем кунта хулари больницăсенчен пĕрре те кая мар.
Октябрь 2026 |
