ЯЛТА та халĕ техника шучĕ çуллен ÿссе пырать. Пĕр кил-хуçалăхăнах 2-3 трактор, машинăсем, мотоциклсем... Шутласа та пĕтерейместĕн. Велосипедсене мопедсем, скутерсем улăштарса пыраççĕ. Квадроциклсемпе питбайксем те çук мар. Кăнтăрла çак икĕ е тăватă урапаллă хатĕрсем питех курăнмаççĕ, хуçисем шкулта парта хушшинче лараççĕ. Каçхине вара ăмăртăва тухаççĕ тейĕн: пĕри те тепри çил пек вĕçтерсе иртсе каяççĕ. Кĕрхи ылтăн кунсем типĕ тăнипе усă курса ярăнса юлас теççĕ-ши?
Техникăпа çамрăкран туслашни питĕ аван, анчах хăш-пĕр мотохатĕрпе каçхине çула тухма юраманнине, вĕсен ăçталла пăрăннине кăтартакан фарăсем те çуккине манмалла мар. Çăмăлттайлăх инкек патне илсе пырать.
Ашшĕ-амăшĕн те ачисене хĕвел ансан икĕ урапаллă транспорта картишĕнчен кăларма ирĕк памалла мар.
Октябрь 2026 |
