Ҫул ҫӳревпе – Иван Яковлев ҫӗршывне

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2026, 13:22 Просмотров: 13

Ҫак кунсенче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсемпе пӗрле Тутар республикин Теччӗ районӗн Кӑнна Кушки ялӗнче аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралса ӳснӗ тӑван ҫӗршывне кайса килтӗмӗр. Хӑшӗ пӗрремӗш хут пулса курчӗ, хӑшӗ тепре пулса курнишӗн чунтанах савӑнчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлевич Яковлева ҫуратнӑ Кӑнна Кушки ҫӗрӗ хӑнасене яланах тарават. Ентешсем, хӑнасем килсе ҫӳрени мухтавлӑ ял халӑхне вӑй-хӑват парса тӑрать тейӗн.

Йăхташсене пĕр çĕре пуçтарăнмалли ятарлă вырăн – этнопарк пур ялта. Чӑваш наци конгресӗн «Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи, пирĕн ентеш – Эдуард Бахмисов – проекчĕпе тунăскер питӗ илемлӗ, пуян. Ҫулсерен кӗркунне ҫак вырӑнта Чӳклеме иртет, кӑҫал кӗрхи ӗҫсем  вӑраха кайнӑран уява ирттерме палӑртман. Шел, унта пулса курма май пулмарӗ. 

Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче пуҫ тайрӑмӑр, чӗрӗ чечексем хутӑмӑр,  унӑн вилӗмсӗр халал сӑмахӗсене аса илтӗмӗр, пуян музейпе паллашрӑмӑр...  Кунти малтанхи шкула шӑпах Иван Яковлев уҫнӑ пулнӑ. Вӑл ҫуртра халӗ  музей. Музея 30 ҫул хушши пӗр улшӑнмасӑр Алексей Александрович Пыркин тытса пырать. Пире вӑл Иван Яковлев ҫинчен, музей историйӗ пирки питӗ тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Юнашарах икӗ хутлӑ ҫӗнӗ шкул пур. Унта та кӗрсе куртӑмӑр, ачасемпе, вӗрентекенсемпе паллашрӑмӑр. Шел пулин те ача шучӗ самаях чакнӑ. Пурӗ те 9 ача ҫеҫ вӗренет. Вӗрентекенсемпе пӗрле шкул таврашне типтерлӗ тытса тӑраҫҫӗ. Пур ҫӗрте те илем хуҫаланать.

Иван Яковлев утса ҫӳренӗ сукмака такӑрлатрӑмӑр, Кӑнна ҫӑлӗн сиплӗ шывне тутанса пӑхрӑмӑр, уҫӑ сывлӑшне кӑкӑр тулли сывласа тӑрантӑмӑр. Урамӗсемпе киленсе утрӑмӑр,  ял илемӗ чуна тыткӑнларӗ, унта пурӑнакансем кӑмӑла ҫӗклерӗҫ, пирӗнпе питӗ тарават калаҫрӗҫ. Ҫул ҫӳрев пурне те килӗшрӗ, нумайлӑха асра юлӗ. Чипер юл, Кӑнна Кушки, тепре тӗл пуличчен.

Светлана Кулакова

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика