Асăрханăр: çул çинче пăлансем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 08:57 Просмотров: 15

КĔРКУННЕ трасса çинче вăрманти чĕрчунсемпе пулнă аварисен шучĕ нумайланать, ытларах пăлансем чупса тухаççĕ. Уйрăмах тĕттĕмленнĕ вăхăтра е каçпа вĕсем ирĕккĕн çÿреме юратаççĕ, çавна май хăрушлăх кăлараççĕ. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа республикăра 59 аварие шута илнĕ.

Вăрманçăсем водительсене вăрман çывăхĕнчен иртсе кайнă чухне хăвăртлăха чакарма, хирĕç килекен техника çук чухне инçетри çутăпа усă курма ыйтаççĕ. Чĕрчуна курсан чарăнмалла та «аварийкăна» çутса, çутăна темиçе хут çутса сÿнтерсе ытти руль умĕнче ларакансене пĕлтермелле. Кăшкăртма, шав кăларма юрамасть.

Инкекрен пăрăнса иртме май пулмасан 102 е 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Вăрман чĕрчунĕ çывăхне пыма юрамасть, аманнăскер çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларма пултарать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика