«100 çула — 100 аса илÿ» видеопроект старт илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 10:45 Просмотров: 20

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн асра юлакан истори пĕлтерĕшлĕ юбилейпе çыхăннă! 2027 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин кăнтăр территорийĕнче Патăрьел районне йĕркелесе яни 100 çул çитет.

IX-XIII ĕмĕрсенче Атăлçи Пăлхар йышне кĕнĕ пирĕн тăрăх авалтан пуçласа паянхи кун таранччен утса тухнă çул-йĕрĕ этем пурнăçĕ пекех тумхахсăр та, йывăрлăхсемсĕр те пулман. Пĕр ĕмĕрхи тапхăрта округ та тин çуралнă пепке пекех çитĕнсе аталаннă, улшăнса сăн-сăпатне çĕнетнĕ, капăрланнă, хăтлăланнă. Истори страницине çырăнса юлнă ырă пулăмсем чăн малтанах район аталанăвĕшĕн, çĕнелĕвĕшĕн ырми-канми тăрăшнă ертÿçĕсемпе, унăн хастарĕсемпе, ĕçченĕсемпе çыхăннă. Вĕсен аса илĕвĕсенче район историйĕ «чĕрĕ палăк» евĕр упранать. Шел пулин те Паттăр енре пурăнакансен авалхи, маларахри çулсенчи пурнăçне, йăли-йĕркине, ытти асра юлнă пулăмсене каласа паракансем юлманпа пĕрех. Паянхи кун район тантăшĕсем, 100 çул тултарнисем е кăшт аслăраххисем 3-4 çын çеç пурăнаççĕ. Çапах та хăйсен ĕçне тÿрремĕнех муниципалитет округĕн аталанăвĕпе çыхăнтарнисем нумайăн. Çакна шута илсе район юбилейĕ умĕн «100 çула — 100 аса илÿ» видеопроекта пурнăçа кĕртме пикеннĕ. Проект авторĕ хамăрăн ентеш, Кивĕ Катек хастарĕ, Чăваш Республикинчи кинематографсен Пĕрлĕхĕн председателĕ, Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлĕхĕн йĕркелÿçи, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Олег Цыпленков.

Сăмах май каласан, Олег Михайлович та Патăрьел район историйĕн страницине паллă йĕр хăварнă. Вăл 1984 — 1989-мĕш çулсенче РК ВЛКСМ пĕрремĕш секретарĕ пулнă.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, енчен эсир «100 çула — 100 аса илÿ» видеопроекта хутшăнса район историйĕпе çыхăннă пулăмсене каласа пама пултаракан çынсене пĕлсен 8-927-667-93-23 телефонпа шăнкăравласа сĕнме пултаратăр. Сирĕн пулăшăвăрпа округ юбилейĕччен хатĕрленĕ видеопроект пысăк парне те, архив материалĕ те пулĕ.

Хаçат редакцийĕнчен: юбилей умĕнхи аса илÿсене «Авангард» хаçат редакцине те ярса пама, çитерме пултаратăр.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика