Ватта хисеплекен хур курман

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:05 Просмотров: 15

ЯЛТА пурăнакан ватă çынсене тухса çÿреме çăмăл мар. Лавккана кайса çăкăр туянасси те йывăрлăх кÿрет. Хулара е ытти тăрăхра тĕпленнĕ ачисем, мăнукĕсем май пур чухне çывăх çыннисем патне килсе пулăшса хăварма, хутаç тулли апат-çимĕç тултарса килме тăрăшаççĕ, анчах куллен кирлĕ таварсем пĕтсех пыраççĕ.

Пăлакассинче пурăнакан Арсентийпе Зоя Хитровсем ку йывăрлăха туймаççĕ тесен те юрать. Вĕсене çăкăр е ытти япалана ялти лавккара ĕçлекен Татьяна Антипова илсе килсе парать. Чылай çул шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ Зоя Александровнăпа Арсентий Иванович хăйсене мĕн кирлине сутуçăна шăнкăравласа çеç калаççĕ. Ырă кăмăллă хĕрарăм вĕсен ыйтăвне кашнинчех тивĕçтерет.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика