«Асам» фестиваль пултаруллă ачасене палăртать

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 08:58 Просмотров: 24

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен шкул театрĕсен «Асам» республика фестивалĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ пуçланнă. Жюри членĕсем халĕ шăпах республикăна кайма тивĕçлисене палăртаççĕ.

Иртнĕ çул округри тупăшу 16 коллектив хушшинче иртнĕ. Финала Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Аслă Чементи, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсем тухнă. Пĕрремĕш степеньлĕ лауреат дипломне вара «Чăвашла чи лайăх спектакль» номинаципе Первомайскинчи пĕлÿ çуртĕнчи вĕренекенсен «Асамат кĕперĕ» ушкăн «Василий Теркин», Хирти Пикшикри «Çамрăк театралсем» ушкăн «Ачамăрсем» спектакльсемпе çĕнсе илнĕ.

Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртекен фестивале Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Финал Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче пулать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика