Спорт

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:42 Просмотров: 10

Кĕрешÿре ăсталăхĕсене

кăтартнă

В.Н. Кочков ячĕллĕ олимп резервĕн шкулĕнче 2010-2011 çулта çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Кавир çине 160 спортсмен тухнă. Вĕсем мероприятие тĕплĕн хатĕрленнине тата кĕрешме тĕрĕс пĕлнине кăтартса панă.

Ăмăртăва Патăрьел тăрăхĕн спортсменĕсем те хутшăннă, çитĕнÿсемпе таврăннă. Арина Огурцова (И. Алеев тренер-преподавателĕн вĕренекенĕсем) — пĕрремĕш, Регина Шарефетдинова, Аким Терентьев, Дмитрий Ефремов — иккĕмĕш, Дмитрий Нянин, Святослав Осипов (В. Спиридонов тренер-преподаватель), Лев Ильин (Н. Трифонов тренер-преподаватель) виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Иван Кутузов (В. Спиридонов тренер-преподаватель) Чăваш Ен чемпионĕпулса тăнă.

Малти вырăнсене йышăннă

Елчĕк округĕнчи Лаш-Таяпара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне П. Самсонова халалласа çăмăл атлетсен кросĕ иртнĕ. Регионти чи вăйлă чупакансем старта тăнă.

Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт шкулĕнчи Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренер-преподавательсен спортсменĕсем ăмăртура малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Карина Антонова, Василиса Иванова — пĕрремĕш, Милана Алексеева — иккĕмĕш, Данир Рафиков финиша виççĕмĕш çитнĕ.

Пĕтĕмлетÿпе Патăрьелĕн хутăш команди виççĕмĕш тухнă.

Çитĕнÿсемпе

савăнтараççĕ

Хусанта иртнĕ чемпионата тата кросс-дуатлонпа «Дети РТ» триатлон лигине çĕршывăн 6 регионĕнчен килнĕ спортсменсем хутшăннă. Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт шкулĕн вĕренекенĕсем те старта тăнă. Конкуренци питĕ пысăккине пăхмасăр Юхмапа Пăла тăрăхĕн ачисем хăйсен вăйне туллин кăтартнă. Елизавета Матвеева, Василиса Лепешкина, Алия Шакурова — ылтăн, Милана Алексеева, Самира Шакурова, Исмаиль Янтыков, Сабиль Салихов кĕмĕл призерсем пулса тăнă.

Çамрăк спортсменсене Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренер-преподавательсем хатĕрленĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика