Чи лайăххисен шутĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 08:59 Просмотров: 24

Чăваш Енри сывлăх сыхлав министерстви, Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институт тата республикăри вăтам медицина ĕçченĕсен ассоциацийĕ йĕркеленĕ «Манăн фельдшерпа акушер пункĕ чи лайăххи» конкурс вĕçленнĕ. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх Наталья Выросова фельдшер ĕçлекен Ишлĕри фельдшерпа акушер пункчĕ республикăри чи лайăх виçĕ ФАП шутне кĕнĕ. Сăмах май, çакăн пек чыса пĕлтĕр Треньелĕнче вăй хуракан Екатерина Михайлова тивĕçнĕччĕ.

Конкурса ялта пурăнакан кашни çын медицина пулăшăвне илме пултартăр, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн сывлăхне вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăтăр, сиплентĕр, фельдшерсем халăхпа тачă çывăхланччăр тесе йĕркелеççĕ. Кăçал регионти 13 сиплев учрежденийĕ хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика