Ăс панăшăн, çын тунăшăн тавах учителĕм, тавах

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:38 Просмотров: 21

Тăван чĕлхе сипечĕ

лăпкать ялан чуна

Кашни çыннăнах пурнăçри малтанхи утăмĕсем учитель ячĕпе çыхăннă. Вăл ăс пани, тимлесе ăнлантарни яланлăхах пирĕн асăмра. Унăн сывлăм пек таса, чĕререн каланă сăмахĕсем кирлĕ вăхăтра хавхалантараççĕ, синкерлĕхре чĕрĕ вăй кĕртеççĕ, çунат хушаççĕ. Çиччĕре-и эсĕ  е алла пуснă – çав-çавах чĕрÿнте учителĕн ырă сăнарне упратăн, вăл каланă кăвар пек хĕрÿллĕ сăмахăн ăшшине туятăн. Ачан пуласлăхне пысăк витĕм кÿрекен вĕрентекенсем чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри темелле. 

Палăртма кăмăллă: Патăрьел тăрăхĕнче вĕрентÿпе воспитани ĕçне пысăк тÿпе хывнă новатор-учитель сахал мар. Вĕсем

анлă тавра курăмĕпе, пуçарулăхĕпе тата тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе вĕренекенĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен калаçнă чухне «Турă пани» пур çак этемĕн теççĕ, мĕншĕн тесен Турă вĕсене, чăн-чăн вĕрентекен пулмах çуратнă. Çакăн пек çынсенчен пĕри – Треньел ялĕнче пурăнакан Чăваш Республикин хисеплĕ вĕрентекенĕ Валентина Даниловна Алексеева педагогика ветеранĕ. Шкул ĕçне пăрахни те чĕрĕк ĕмĕре çитет, çапах та вĕрентекен яланах вĕрентекен пулса юлать, шкул сукмакне такăрлатнă вăхăтсем нихăçан та асран тухас çук.

Тăван литературăпа чăваш чĕлхине юратма мана пĕр улшăнмасăр В. Алексеева вĕрентрĕ. Илемлĕ сасăпа васкамасăр витерÿллĕ калаçни халĕ те хăлхамра янăрать. Пирĕн кирек мĕнле ыйту çине туллин хурав пама пултаратчĕ, кĕнекепе туслашма хушатчĕ. «Кам нумай вулать – тарăн пĕлÿллĕ пулать», – тесе калани яланах асра. Мĕн чухлĕ чăвашла кĕнеке шĕкĕлчемен-ши? Библиотекăсенче çук кĕнекесене килĕнчен парса яратчĕ Валентина Даниловна. Вуланă кĕнекесем тăрăх тишкерÿ урокĕсем ирттереттĕмĕр, çакăн хыççăн тата ытларах пĕлес килетчĕ.

Кашни урокĕ асамлăччĕ, хăйне евĕрлĕ интереслĕччĕ. Вĕсенче эпир хамăра темле илĕртÿллĕ вăййа хутшăннă пек те туяттăмăр. Вĕрентекенĕн хĕрÿ чун-чĕринче – ачасене, хăйĕн ĕçне, шкула юратни пулнă. «Пурнăçра ытахальтен нимĕн те пулмасть: укçа та, чап-сум та, ырă ят та. Пуриншĕн те малтан чĕреспех тар тăкмалла», – вĕрентекен ăс парса каланине паянхи кун та аса илетĕп пурнăç тути-масине ăнланса илнĕ май. Кашни ачан пултарулăхне аталантарма ăнтăлатчĕ. Валентина Даниловна «али» витĕр тухнисем вĕрентекенĕ пекех хастар та тавçăруллă, пуян тавра курăмлă теме сăлтав çителĕклĕ. Вĕсенче çынлăхăн кивелми хаклавĕсем ĕмĕрлĕх тасан упраннине тÿрех куратăн. Никам та, нимĕн те улăштарма, хавшатма пултараймасть вĕсен чун пуянлăхне.

Унăн тавракурăмĕнчен паянхи кун та тĕлĕнетĕп, ăна ăмсанатăп. Валентина Даниловна, сăнарлăрах каласан, ман тĕнчене чи йывăр чух пуринчен те малтан килсе алă пачĕ, пурнăç çулне тупма пулăшрĕ. Ман чун-чĕрере мĕн пуррине, хам та пĕлменнине, темле куçпа курса, темле туйăмпа туйса аталантарма тăрăшрĕ, çавна пула чун хавалĕ çирĕпленсе, çĕкленсе пычĕ, вĕренÿри пултарулăх ÿсрĕ, чун-чĕре унăн çулĕпех кайма хистерĕ. Маншăн Валентина Даниловна паян та вĕрентекен. Час-часах унран канашсем ыйтатăп. Вăл яланах ăшшăн кĕтсе илет, пулăшать. Чылай ача унăн çулĕпе кайнă. Вĕсенчен пĕри – эпĕ. Пур енĕпе те ун пек пулассишĕн ăнтăлатăп. 

 «Хăй хыççăн йĕр хăваракан телейлĕ», – теççĕ. Шăпах çав сăмахсене тивĕç те манăн юратнă учительница. Паянхи кун та Валентина Даниловна пирĕнпе пулнишĕн, уççăн калаçма пултарнăшăн хĕпĕртетпĕр. Ял хастарĕ вăл. Ял шăпипе кăсăклансах тăрать, пур уявсене хастар хутшăнать. Пушă вăхăтра ха=ат-журнал вулать, телевизор пăхать.

Икĕ хĕрпе ывăлне Алексеевсем хăйсен ăшшине, ĕçченлĕхне, сăпайлăхне пиллесе, туй-çăнăхта кĕрлеттерсе тăван килтен ăсатнă. "Ачасем ĕмĕрĕпе ашшĕпе амăшĕ çумĕнче лараймĕç ĕнтĕ. Вĕсен пурнăç малалла. Кашнийĕшĕ хăйсем ăшă йăва çавăрнă. Эпир вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Ачасем хăйсем патне те чĕнеççĕ. Хула та, ют вырăн та мана валли мар, ман шăпа ялпа çыхăннă", – тет ĕç ветеранĕ пурнăçа, çут çанталăка юратнине пытармасăр. Шел, Валентина Даниловна мăшăрĕ Николай Афанасьевич паянхи кун пĕрле мар, чире пула ир çĕре кĕчĕ. Анчах та çурт пĕрре те кичемленсе шăп лармасть. Ачисем, 8 мăнукĕ килсех =ÿрççĕ тăван киле. Кĕсье телефонĕ те тăтăш янрасах тăрать. Пĕрин хыççăн тепри шăнкăравласа амăшĕн, кукамăшĕн, асламăшĕн сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ, ырă, савăнăçлă хыпар пĕлтерме васкаççĕ. Акă паян та чăн малтан аслă мăнукĕ сассине пачĕ, кукамăшне вĕрентекен кунĕпе, юбилей ячĕпе саламларĕ, вăрăм кун-çул сунчĕ. Ун хыççăн тата та тата телефон янăраса çеç тăчĕ. Юратнă вĕрентекенĕме асра тытса, сума суса çĕре çити пуçăма таятăп.

Светлана Кулакова.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика