Ял хĕрарăмĕсен кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи ача-пăча вулавăшĕнче «Хăйĕн çĕрĕн хуçи» («Хозяйка своей земли») тĕл пулу-портрет кăларăмĕн программипе Патăрьелĕнчи нумай ачаллă амăшĕпе, фермер хуçалăхĕн ертÿçипе тата «СВОи Батыревский район» волонтерсен ушкăнĕн администраторĕпе Алина Владимировна Румянцевапа ăш пиллĕ тĕл пулу йĕркеленĕ.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 8 б класра вĕренекенсене Алина Владимировна хăйĕн ĕçĕнче çеç мар, общество пурнăçĕнче те пысăк ĕçсем туса пыни пирки, хавхаланупа, хастарлăхпа çĕршыва пулăшас тĕллевпе волонтерсен ушкăнне йĕркелени тата ытти хыпара итлеме кăмăллă пулнă. Хĕрарăм волонтерсен ушкăнĕпе Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне 10 хутчен гуманитари пулăшăвĕпе кайнă, Суджу, Валуйки вырăнĕсене те çитсе ентешсене хавхалантарнă.
Шкул ачисемшĕн çакă çĕр хуçипе, ял управçипе йĕркеленĕ тĕл пулу çеç мар, паянхи кун нумай ачаллă амăшĕн çирĕплĕхĕ, гражданла позицийĕ, ыр кăмăллăхĕ иксĕлми пулнине кăтартакан тĕслĕх те.
Вулакана пĕлме: Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Ял хĕрарăмĕн кунне халалланă çакнашкал тĕл пулусем малалла та пулаççĕ.
Алена КАРУКОВА
Октябрь 2026 |
