Спорт лапамĕ Ыхра Çырмисене савăнтарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:33 Просмотров: 14

Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республика Пуçлăхĕн «Ниме — Халăх бюджечĕ» программипе 2026 çулта çĕнĕ объектсене хута ярасси малалла пырать. Çак кунсенче çеç Ыхра Çырмисем хăйсен савăнăçне пĕрле пайланă. Кунта сумлă лару-тăрура çакнашкал программăпа универсаллă çĕнĕ спорт площадкине уçнă.

Ку чухнехи спорт лапамĕ ачасемшĕн те, аслисемшĕн те питĕ кирлĕ. Çак шухăша халăх хăй суйласа илнĕ. Хăтлă площадкăра мини-футболла та, баскетболла та, волейболла та выляма пулать. Йĕри-тавра хÿтлĕх карти те пур. Лапамра каçсерен çутă пулнăран спорт вăййине кăмăллакансем урамра тĕттĕмленнĕ хыççăн та выляса киленме пултараççĕ. Объекта уçма хутшăнакансем малашне çак объект ял илемĕ, хăтлăхĕ çеç мар, сывлăх центрĕ пулнине палăртнă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика