Октябрĕн пĕрремĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалланă мероприятие кăçал Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркелерĕç. Уява муниципалитет, сывлăх, вĕрентÿ, спорт, культура тыттăмĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене, Украинăри ятарлă çар операцие хутшăнакансем валли хÿтĕлев сетки çыхакансене тата ыттисене те чĕннĕ (сăн ÿкерчĕкре уяв саманчĕ).
Пухăннисем малтан «Ылтăн алă» мастер-класа хутшăнчĕç. Çулçăсенчен, йĕкелсенчен панно тума, тĕрлĕ тĕслĕ хутран чечек касса кăларма, йывăçран тунă япаласене илемлетме хăнăхрĕç.
Уяв савăнăçлă концертран пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсем чуна тыткăнлакан юрăсем шăрантарчĕç. Аслă çултисем вĕсене итлесе савăнчĕç. Çавăн пекех сывлăха çирĕплетме пулăшакан хусканусем турĕç. Пĕрле ларса чей ĕçнĕ чухне пĕр-пĕрин пурнăçĕпе паллашнă май иртнĕ кунсене аса илчĕç.
Тĕл пулура тухтăр-кардиолог канашĕсем те пулчĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Октябрь 2026 |
