Çулсем çĕнелеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 10:48 Просмотров: 16

Çул-йĕр тăвассине тата юсассине муниципалитетра яланах тимлĕх уйăрнă. Кăçал çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен 30 процент ÿснĕ, 58 млн тенкĕ ытларахпа танлашнă.

Çулталăк пуçланнăранпа 6 çухрăм ытла çула, 480 тăваткал метр шăтăк-путăка юсанă, тăватă çухрăма яхăн тротуара хăтлăлатнă.

«Калинино — Патăрьел — Елчĕк» — Аслă Чемен — Шăмăршă — Суйкăн — Алтышево» автоçула тата тротуарсене çутăпа тивĕçтерессипе ĕçлеме пуçăннă. Турхан чиккинче кăçал пурнăçланă. 2027 çулта Шăхачра, Аслă Чементе, çавăн пекех Çĕнĕ Ахпÿрт чиккинчен пуçласа Пăлакассинче, Козловкăра, Кивĕ Ахпÿртре çак ĕçсене палăртнă.

Муниципалитет шайĕнчи çулсен 60 проценчĕ норматива тивĕçтерет. «Единая Россия» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проектăн тĕллевĕ — çул-йĕр инфратытăмĕ çынсен ыйтнине тивĕçтертĕр тата куçăм хăрушсăр пултăр.

Нина ЯКОВЛЕВА,

Патăрьел муниципалитет админстрацийĕн строительство тата архитектура секторĕн заведующийĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика