Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тата вĕсен правине хÿтĕлессипе тимлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ларăва администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, комисси председателĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ. Унăн ĕçне Патăрьел район прокурорĕ Сергей Валерьянов, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Ларура вĕрентÿ учрежденийĕсенче терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешес тĕллевпе йĕркелекен профилактика ĕçĕсем пирки администрацин гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин тулли информаци пачĕ. Хальхи вăхăтра террорла хăрушлăх пурнăçра пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Григорий Николаевич кашни учреждени, организаци-предприяти çак усал пулăмран хÿтĕленес, асăрханас, ăна парăнтарас тĕллевпе хатĕр пулмаллине çивĕчлетрĕ.
Комисси ларăвĕнче администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсем терроризмран, криминала хирĕçле пулăмсенчен хÿтĕленсе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ, ку тĕлĕшпе туса пыракан профилактика мероприятийĕсем, хăрушлăха сирмелли ĕçсем шкулсем умĕнче тăракан çирĕп требованисем пирки отчет туса пачĕ. Кашни вĕрентÿ учрежденинче террорла пулăмсенчен хÿтĕленмелли паспорт пур. Хальхи вăхăтра вăл шкулсемпе ача сачĕсенче тĕп документсенчен пĕри шутланать. Ирина Петровна хăйĕн сăмахĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 2022 çултанпа объекта «Альфа» тулли мар яваплă общество сотрудникĕсем хуралпа тивĕçтернине, шкулта калаçу хыпарлавне вырнаçтарнине, çавăн пекех территоринчи тĕрлĕ вырăнта 62 камера ĕçленине палăртрĕ, ытти шкулсенче те хурал ыйтăвне татса пама сĕнчĕ.
Патăрьелĕнчи тĕп больницăри участокри врач-педиатр Ольга Зубова характерпа, ăс-тăнпа, психолопипе çирĕпленсе çитмен ачасемшĕн çивĕч ыйтăва, хăйсем çине алă хума пултаракан сăлтавсем пирки каласа пачĕ, тĕрлĕрен лару-тăрăва çакланнă ачасене йывăрлăхран илсе тухмалли майсемпе паллаштарчĕ, ку тĕлĕшпе вĕренÿ учрежденийĕсенче профилактика ĕçне вăйлатмаллине çивĕчлетрĕ.
Анлă ларура Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам тата Сăкăтри вăтам шкулсен директорĕсем Людмила Лялинапа Надежда Алексеева, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шулти педагог-психолог Алина Гаврилова вырăнти шкулсенче терроризм акчĕсенчен хÿтĕленсе пурнăçлакан ĕçсемпе, психологийĕ çирĕпленсе çитмен çул çитмен ачасем усал пулăмпа ан çыхăнччăр тесе пурнăçламалли ĕçсем пирки тухса калаçрĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА
Октябрь 2026 |
