"Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç норми" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн Первомайскинчи культура çурчĕн спорт залĕнче Патăрьел районĕн пуçлăхне (депутатсен Пухăвĕн председательне), "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен ертỹçине Михаил Петрова асра тытса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ.
Мероприятие уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата тирпей-илем управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Первомайски территори пайĕн начальникĕ Леонид Пыркин, республикăри Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов, Çĕнĕ Шупашкар хула Канашĕн депутачĕ Иван Семенов, Чăваш Енри çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн çумĕ Кирилл Лукин, Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ Александр Миронов, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Александр Ивановпа Владимир Федоров, Михаил Владимирович тăванĕсемпе юлташĕсем хутшăннă.
Турнир çивĕч те илĕртỹллĕ иртнĕ. Унта 2008 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех ачасем кĕрешнĕ. 11 виçе категорийĕпе иртнĕ. 80 ытла çамрăк хутшăннă. Çамрăк кĕрешỹçĕсем хăйсен ăсталăхне, чăтăмлăхне, чăн-чăн спортри пиçĕхĕвне кăтартнă.
Çĕнтерỹçĕсем медальсене, Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕçнĕ.
Январь 2025 |