Сител каччи икĕ медальпе таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2024, 19:27 Просмотров: 519

 Хусан хулинче çăмăл атлетикăпа Раççей тава тивĕçлĕ тренерне А.Красильникова асра тытса ăмăрту иртнĕ. Раççей шайĕнчи тупăшăва Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Патăрьел спорт шкулĕн воспитанникĕсем унта ăнăçлă ăмăртнă. Сител каччи (малтанхи тренерĕМихаил Прокопьев), "Паттăр" спорт шкулĕн выпускникĕ Николай Соколов (ỹкерчĕкре, сылтăмран иккĕмĕшĕ) 800 тата 1500 метрлă дистанцисене чи малтан чупса тухса икĕ хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă. Пĕрлех спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарнă, стадион рекордне çĕнетнĕ. Каншелĕнчи Кристина Иванова та хăйĕн дистанцине кăтартуллă чупса тухнă.

 Çитĕнỹ çуллахи стартсене хутшăнма шанăç парать пикене. Вăл Лев Никитин тренер патĕнче ăсталăхне туптать.

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика