"Авангард" хаçатăн ятарлă страницинчи кăларăмра ку таранччен вулакана Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, наци проекчĕсемпе пурнăçласа пыракан малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарас тĕллевпе Алманчă, Пăлапуç Пашьел, Патăрьел, Ишлĕ, Пикшик, Аслă Чемен хутлăхĕсенче пулса вĕсен начальникĕсемпе калаçу йĕркелерĕмĕр. Хальхинче сăмах - Ыхра Çырми территори пайĕн пуçлăхне Фениль Ансарович Алиуллова. Вăл çак çăмăл мар тивĕçе 2015 çултанпа пурнăçласа пырать.
- Фениль Ансарович, патшалăхăн паянхи тĕп тĕллевĕ - хула инфратытăмĕпе пĕрлех ял сăн-сăпатне çĕнетесси, унта пурăнакансене чи кирлĕ тата хăтлă услови туса парасси. Çак ыйтусене татса парас тĕллевпе юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем пирки паллаштарăр-ха?
- Ял пуласлăхĕ, унăн малашлăхĕ пĕччен е иккĕн тăрăшнипе çеç мар, пĕрлехи вăйран, çак ыйтăва пурнăçа кĕртме патшалăх мĕнле пулăшса пынинчен ытларах килет. Ку тĕлĕшпе çакна палăртса хăварасшăн. Юлашки виçĕ çулта территори пайне кĕрекен икĕ ялĕнче те пуçару бюджечĕн программипе урамсене тикĕслесе тирпейленĕ. Ĕçе республикăра 2017 çулта пуçару бюджечĕ старт илнĕренпех пурнăçласа пыратпăр. Хальхи вăхăтра та плансем пур. Ыхра Çырминчи Колхозная, Апанаев тата Шкул урамĕсене çывăх вăхăтра асфальтпах çыхăнтарма шутлатпăр. Ăна вăтам шкул çуртне çĕнетнĕ вăхăтра пурнăçласшăн.
Сăмах май каласан, Ыхра Çырминчи 180 вырăнлă вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕн проекчĕ патшалăх экспертизине тухнă, халĕ патшалăх программине кĕмелле.
Ялта чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри - пушар хăрушлăхне сирес тĕллевпе кỹлĕсем чавасси, шыв управĕсем тăвасси, вĕсене тытса тăрасси. Виçĕмçул Ыхра Çырмипе Чăваш Ишек ялĕсенче халăхăн шухăшне тĕпе хурса пуçару бюджечĕн программипе икĕ кỹлле тасатрăмăр. Халĕ иккĕшĕнче те тулли шыв тăрать.
- Ял масарĕсене тирпейлĕ тытса тăрасси вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе вырăнта ĕçе мĕнлерех йĕркелесе пыратăр?
- Темиçе çул каялла Ыхра Çырминчи масар пысăк йывăçсен айне пулнăччĕ. Унта кĕрсе тухма та, вил тăприсен таврашне тирпейлеме те çукчĕ. Халăх пуçарăвĕпе, хастарлăхĕпе, уйрăм çынсен, мечĕт прихучĕсен тăрăшулăхĕпе кунти йывăçсене пĕтĕмпех касса тирпейленĕ, масар çуртне те лартнă, картисене çĕнетнĕ, унта пыракан çула та йĕркеленĕ. Çакнашкал ĕçсенех Чăваш Ишек масарĕнче те пурнăçларăмăр. Унта та пуçару бюджечĕпе çуртне çĕнетнĕ, картисене профнастилпа улăштарнă, шалти пысăк йывăçĕсене касса илсе тухнă, ял вĕçĕнчен пуçласах сăваплă вырăна каякан çула тикĕслесе вак чул сарнă.
Сăмах май каласан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асра тытса Ыхра Çырминчи шкул, Чăваш Ишекĕнче культура çурчĕ çумĕнче хăтлă мемориал комплексĕсене хута янăшăн та çынсем чун-чĕререн хĕпĕртеççĕ. Ыхра Çырми территори пайĕнчен фронта 337 çын кайнă, вĕсенчен 158-шĕ таврăнайман.
Паянхи куна административлă центрта икĕ мечĕт ĕçлет. Кăшт маларах вĕсенчен пĕрне халăх вăйĕпе юсаса реконструкциленĕччĕ-ха. Хальхи вăхăтра тепĕр прихутĕнче çакнашкал ĕçсем пыраççĕ. Мĕн пур расхута халăх хăй çине илнĕ.
- Фениль Ансарович, Патăрьел муниципалитет округне комплекслă аталантармалли программăпа малашлăхра сирĕн ялсенче те ыттисенни евĕрех хăтлă ФАПсем пулĕç. Çакна шанатпăрах. Сывлăх сыхлавĕн программипе пирĕн тăрăхра та çулсеренех çĕнĕ сиплев учрежденийĕсен алăкĕсем уçăлаççĕ. Çапах ялсене аталантармалли, çынсене канма хăтлă условисем туса памалли патшалăх программипе икĕ ялĕнче те культура çурчĕсем çĕнелчĕç...
- Çапла, Ыхра Çырминчи хăтлă культура çуртне вĕр çĕнĕрен тунă. Чăваш Ишекĕнчи культура вучахне вара виçĕ çул каялла "Вырăнти культура çурчĕ" федераци программипе тĕпрен çĕнетсе пурлăхпа техника базине пуянлатма май пулчĕ. Клуба юсама патшалăхран 2,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен федераципе республика бюджечĕсенчен 2,7 миллион тенкĕ. Программăпа килĕшỹллĕн клуб çурчĕн тăррине те, маччипе урайне те улăштарнă, электричествăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă тата ытти те. Паян кунта халăхпа пуçтарăнса мероприятисем йĕркелеме те кăмăллă.
- Власть тытăмĕнчи яваплă ĕçре эсир саккăрмĕш çул вăй хуратăр. Çак тапхăрта халăхшăн тата халăхпа пĕрле пурнăçланă ĕçсем сахал мар. Ял аталанăвĕшĕн пурнăçлама палăртнă программăсем те пур ĕнтĕ. Вĕсене те асăнса хăварсамăр.
- Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе наци проекчĕсене пысăк тимлĕх уйăрать. Çакă, паллах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне Патăрьел муниципалитет округне 2020 - 2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программăпа çулсеренех ялсенче çĕнĕ улшăнусем пулни, тĕрлĕрен объект хута кайни те савăнтарать. Акă, çывăх çулта пирĕн территори пайĕнче мăнаçлă та хăватлă агропромышленность паркĕ хута каймалла. Малтанхи ĕçсем кунта иртнĕ çулах пуçланнă. Хальхи вăхăтра инженерла коммуникаци ыйтăвĕпе малалла ĕçлеççĕ. Юнашарах çакăн пек объектсем пулни чăн малтанах ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерме, халăха хăтлă пурăнма май туса параççĕ. Акă, Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн цехĕсенче кăларакан сĕт-çу тата аш-какай продукцийĕсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, ытти округсенче, республикăра, унăн тулашĕнче те хапăлласа туянаççĕ, пысăк хак параççĕ.
Сăмах май каласан, юлашки çулсенче пирĕн территори пайĕнче фермерсен, хăйсен ĕçĕпе тимлекенсен йышĕ ỹссех пыни ял халăхĕ патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курнине çирĕплетет.
Альбина ЕГОРОВА
Кĕскен тата пĕлме
Ыхра Çырми территори пайне икĕ ял кĕрет: Ыхра Çырми тата Чăваш Ишек. Административлă центрĕ - Ыхра Çырми.
Территори пайĕнче икĕ наци халăхĕ килĕштерсе пурăнать: тутарсем (69: ) тата чăвашсем (31:). Мĕн пурĕ икĕ ялĕпе 400 ытла хуçалăх шутланать, 1200е яхăн çын пурăнать.
Ыхра Çырми территори пайĕмухтавлă та паллă ентешсемпе пуян. Çак тăрăхра çуралса ỹснĕ Бакий Рахимов - Совет Союзĕн геройĕ. Ученăй-экономист, РФ тава тивĕçлĕ наука деятелĕ Л. П. Кураков профессор, РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей чемпионĕ Г. М. Араев, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ работникĕ М. А. Шакиров, Раççей вĕрентỹ академийĕн академикĕ Р. Х. Шакуров профессор, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ работникĕ, хальхи вăхăтра муниципалитет округĕн, ялсен аталанăвĕшĕн чылай тăрăшакан фермер хуçалăхĕн ертỹçи Р. Ш. Санзяпов тата ытти те çак хутлăхшăн çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те пысăк мăнаçлăх.
Территори пайĕнчи тĕп организацисемпе учрежденисем: Ыхра Çырминчи врач амбулаторийĕпе Чăваш Ишекĕнчи фельдшер пункчĕ, Ыхра Çырминче вăтам шкулпа культура çурчĕ, ял библиотеки, 20-мĕш тата 38-мĕш мечĕтсен прихучĕсем, Елчĕк почтамчĕн Ыхра Çырминчи уйрăмĕ, Р. Ш. Санзяпов фермер хуçалăхĕ, Чăваш Ишекĕнчи ял клубĕ тата ытти те.
ШУХĂШ
Светлана КУЛАКОВА, Чăваш Ишек ялĕ:
- Кашни çыннăн хăйĕн тăван кĕтесне хăтлă та капăр курас килет. Хальхи вăхăтра çапла тума май пурри те савăнтарать. Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсем аталанса, çĕнелсе пыни, çынсем хăтлă условисенче пурăннишĕн хĕпĕртетĕп. Ку тĕлĕшпе пирĕн Чăваш Ишек ялĕ те çулсеренех ырă енне улшăнса пыни те чунра пысăк шанăç çуратать. Халăхăн шухăшне тĕпе хурса территори пайĕ ялта пуçару бюджечĕпе çулсеренех урамсене тирпейлет. Çак меслетпех ял масарне каякан çула та сарчĕç, кунти картасене профнастилпа улăштарчĕç, çуртне çĕнетрĕç, ял хĕрринчех пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕллевпе чавнă кỹлле халăх вăйĕпех тасатса тăраççĕ тата ытти те
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |