Çĕрпе пĕлсе усă курсан - пỹлме тулли пулĕ сан

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2019, 10:45 Просмотров: 365

Патăрьел районĕ республикăра çĕрпе ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри шутланать. Хура тăпра ырлăхĕпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те, уйрăм çынсем те туллин усă курма тăрăшаççĕ. Çĕр улмисĕр пуçне сухан вăрлăхĕ, вăрлăх сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата ытти пахча çимĕç культури, тыр-пул çитĕнтереççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен хастарлăхĕшĕн савăнмалла, çав вăхăтрах кунта шухăшлаттараканни, пăшăрхантараканни те пур.

Юлашки çулсенче пусă çаврăнăшне пăхăнасси, наукăпа килĕшỹллĕн ĕçлесси манăçа тухса пырать. Пысăк ял хуçалăх предприятийĕсенче агрономсем пуртан мĕн хыççăн мĕн акмаллине пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ пулсан, чылай фермер хуçалăхĕнче - çук. Çакă вара пĕр йĕрсĕр иртмест. Акă, Мари Элти Горномарийски районĕнче купăста туса илессипе аван тăрăшаççĕ. Çак культурăна пĕр вырăнта темиçе çул ỹстернипе, пусă çаврăнăшне пăхăнманнипе купăстан тымарне сиенлекен (капустная кила) ĕрчесе кайнă.

Малашне те хальхи пекех мĕн ĕлĕкрен пыракан йĕркене шута илмесĕр çĕрпе ĕçлесен пирĕн тăрăхра та пĕр-пĕр чир е хурт сарăлас хăрушлăх пуррине, çавăн пекех тăпрари пулăхлă япаласем чакса пынине палăртаççĕ агрономсем. Унччен ăна лайăхлатассишĕн çуллен тимленĕ, паян кун пирки шута илекен сахал. Районта тăпрари гумус вăтамран 5-7 процентпа танлашать, вырăн-вырăнпа вăл пĕчĕкрех те, пысăкрах та. Унăн пĕр процентне пĕтерме 5-6 çул та çитнине, çавăн чухлех ỹстерес тесен 100 çул ытла тар тăкмаллине пĕлтереççĕ ятарлă пĕлỹ илнĕ специалистсем. Минераллă удобренисем, хими препарачĕсем сапса ỹсен-тăрана çеç апатлантаратпăр, тăпра выçах юлать.

Çĕрпе пĕлсе усă курни сахал тăкакпах тухăç илме май парать-мĕн. Районта сухан вăрлăхне çитĕнтерекенсем нумайăн пулнине шута илсе унăн пусă çаврăнăшĕ еплерех пулмаллипе кăсăклантăмăр. Чылай çул агрономра ĕçлекен Галина Ивановна Лялина ăнлантарса пама килĕшрĕ: "Çĕр ĕçĕнче пусă çаврăнăшне пăхăнни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Удобренисемпе, гербицидсемпе сахал усă курсах тухăç илме те, анасене çум курăкран тасатма та, тăпра пулăхлăхне ỹстерме те май пур. Çакна агрономра нумай çул вăй хунă май çирĕплетсех калатăп. Халь чылайăшĕ хими препарачĕсемпе пĕлмесĕр тата дозине пăсса сапаççĕ. Ку сывлăхшăн та, çут çанталăкшăн та сиенлĕ. Малашне те çаплах пулсан эпир тăпрана ĕçлеме юрăхсăр тума пултаратпăр.

Пилĕк гектар сухан вăрлăхĕ çитĕнтерекен фермер хуçалăхĕн пилĕк хирпе усă курмалли пусă çаврăнăшĕпе ĕçлес тесен 25 гектартан кая мар çĕр кирлĕ. Тĕслĕхрен, кăçал çевок çитĕннĕ анана çитес çул валли - 2020 çула- кĕрхи тулă акса хăварсан аван. Вăрлăх сухана июль вĕçĕнче, август пуçламăшĕнче пухса кĕртеççĕ, çавна май хир пушанать. Лаптăка çийĕнчех сухалаççĕ. Вăл шăпах кĕрхисене акма вăхăт çитнĕ тĕле пусарăнать. Çакă тулла лайăх шăтса тухма, тымарне вăй илме, хĕл лайăх каçма май парать. Кĕрхи ỹснĕ çĕрте тăпра питĕ кăпăшка пулать. Çум курăксем те хăмăл çỹллĕ пулнипе ỹсеймеççĕ, вăррисем пулса çитеймеççĕ.

2021 çулта çак вырăнта çĕр улми çитĕнтермелле. Йăрансем таса пулаççĕ. 2022 çулта вара çурхи тулă акмалла. Мĕншĕн-ха? "Иккĕмĕш çăкăра" хутăш удобренипе (азот, калий, фосфор) апатлантаратпăр. Тулла клейковина пуçтарма удобрени нумай кирлĕ. Никĕсе хывнă чухне малтан лайăх ỹстĕр тесе азотпа варăнтаратпăр, каярах вăл çĕр улмирен юлнипе усă курать. 2023 çулта кунта хура пусă пулмалла. Çакăн пек йĕркепе ĕçленĕ хыççăн тин тепĕр хут сухан вăрлăхне çав вырăнта çитĕнтермелле.

Çĕр улмипе ĕçлес мар тесен ун вырăнне урпапа клевер никĕсе хывмалла. Урпа çỹллĕ ỹсмест, çавна май клевер тымар лайăх ярса çитĕнет. Малтанхи çул (2022 çулта) ăна çулса илмелле, анчах тепринче вара, 2023 çулта, курăкăн пĕрремĕш хутне пуçтарса кĕртнĕ хыççăн, иккĕмĕш хучĕ 10-15 сантиметра çитсен симĕс массăпа пĕрле сухаласа пăрахмалла. Çапла майпа эпир тăпрана азотпа пуянлататпăр, çĕр пулăхлăхне лайăхлататпăр. Тепĕр çулхине кунта сухан вăрлăхне акма юрать".

Республикăри "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глухов çĕрпе тухăçлă ĕçлес тесен ăна кăпкалатасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çанталăка, тăпрари нỹре кура вăрлăха миçе сантиметр тарăнăшне хывмаллине, хими препарачĕсемпе усă куриччен тăпра пулăхлăхне тĕрĕслеттерсе мĕнле элементсем çитменнине шута илмеллине палăртмаллине каларĕ.

Материала пичете хатĕрличчен ытти агрономсемпе те телефонпа çыхăнтăм. "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнчи Н. Лукин тата ыттисем те хуçалăхра пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçленин витĕмĕ пысăккине асăнчĕç.

Паян çĕрпе ĕçлекенсенчен нумайăшĕ хăйне агрономран кая мар пĕлет пек туять. Çапли çапла пуль-ха, анчах ятарлă специалист пĕлĕвне усă курса вăй хурсан пĕрех шанчăклăрах.

О. ПАВЛОВА

Яндекс.Метрика