Чăваш писателĕ, СССР Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ Ева Николаевна Лисина (26.07.1939) 85 çул каялла Именкассинче çуралнă.
Ева Лисина К.А. Тимирязев ячĕллĕ Мускаври ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав университечĕн Ботаника садĕнче, И.Г. Сеченов ячĕллĕ Мускаври 1-мĕш медицина институтĕнче, каярахпа М.И. Рудомино ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри ют çĕршыв литературин библиотекин аслă редакторĕ пулса ĕçленĕ. М.С.Щепкин ячĕллĕ Театр училищинче чăваш литератури вĕрентнĕ. 1992-2001 çулсенче Библие чăвашла куçарса пичтелесе кăларас тĕлĕшпе чылай вăй хунă.
Пирĕн ентеш юмахсемпе калавсем, повеçсемпе пьесăсем чăвашла та вырăсла çырнисĕр пуçне А.Н. Островский, Э. Де Филипо, П. Гаринеи, Ю.О. Нила тата ытти авторсен ĕçĕсене чăвашла куçарма та вăхăт тупнă. Раççей тата Германи çĕршывĕсен литературин тĕрлĕ премине тивĕçнĕ.
Ева Лисинан тĕп кăларăмĕсем: "Çĕньял ачисем", "Хупах хăлха Илюк", "Тепĕр çул та килетпĕр", "Çăкăр чĕлли", "Пăркка мучи калавĕсем", "Вĕçекен кỹлĕ", "Çапкаланчăк" тата ыттисем те.
Ентешĕмĕре "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе, "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" асăну медалĕпе чысланă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |