Пирĕн çĕршывра 2 миллион ытла çын сахăр чирĕпе чирлет. Вĕсенчен 200 пинĕшĕн пĕрремĕш типли шутланать. Иккĕмĕш типлă сахăр диабечĕ те пулать. Вĕсемсĕр пуçне тата сайра-хутра тĕл пулаканнисем пур: йăхри, хырăм, пĕсехе парĕн, гипофиз, надпочечник чирĕсене, эмелсем ĕçнине пула аталанаканни. Сайра-хутра йывăр çынсен диабечĕ те пулать.
Çыннăн юнри сахăр шайĕ нормăпа 8-12 сехет çывăрнă хыççăн ирхине выç хырăмпа 3,3-5,5 миллимоль-литр пулмалла. Апат çинĕ хыççăн 7,8 миллимоль-литртан иртмелле мар. Çакăнтан пысăкрах пулсан иккĕленмелĕх пурах.
Юнри сахăр шайĕ ỹснине гипергликеми теççĕ. Вăл сывлăха хавшатма тата чире малалла аталантарма пулăшать. Чир шала кайни куçа, шăлсене, чĕрене, пỹрене, урана хавшатать.
Юнри сахăр шайĕ кирлинчен аяларах пулсан гипогликеми хăратать. Вăл сахăр диабечĕпе чирлĕ çын çак енĕпе ĕçмелли эмелсемпе ытларах усă курсан пулма пултарать.
Юнри сахăр шайĕ пысăккине мĕнле пĕлме пулать-ха? Тăтăш шăнипе, шыв ĕçес килнипе, çăвар типнипе, имшерленнипе, хырăм выçнипе, вăй пĕтнипе, çывăрас килнипе, куç витĕмĕ чакнипе, вăраха кайнă чирсем пуррипе, пỹрне вĕçĕсем чĕпĕтнипе тата вĕсен туйăмĕ чакнипе.
Харпăр-хăйĕн сахăра тĕрĕслесех тăмалла. Хăвăрт пĕлмелли меслетсем нумай. Вĕсен шутне глюкометр, тест-полоска кĕреççĕ. Чире малалла аталанма парас мар тесе шутламалла.
Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмаллах. Чире маларах палăртни сиплеве пуçлама пулăшать. Çакă пурăнакан кун-çула вăрăмлатать.
Алевтина САЛМИНА, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри врач-эндокринолог
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |