"Ман Раççейĕм нихçан тăшмана парăнман"

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:20 Просмотров: 69

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем тăван ене отпуска таврăнни кирек камшăн та - пысăк савăнăç, кĕтнĕ телей. Тунсăхлаççĕ вĕсем çемьешĕн.

 Пĕрне тытса ыталаççĕ, тепĕрне. Виççĕмĕшĕн валли те ăшăлăх çитет. Амăшĕн кушăрханă алли те пит тăрăх çемçен шăвать. Кунсерен миçе хутчен аса килеççĕ-ши вĕсем вут хирĕнче? Кăмакаран пĕçерсе кăларнă çăкăр шăрши те асран тухмасть. Ашшĕн çирĕп алли тата автомата шанчăклă тытма хистет. Ачисем... Пĕри тепринчен илĕртỹллĕрех, çепĕçрех, чĕвĕлти чĕкеç евĕр чĕвĕлтетеççĕ Уйрăмах тăххăрти Кирилăн çĕр ыйту. Кăкăр çинчи медалĕсене тыта-тыта пăхать. Ашшĕн паттăрлăхĕпе савăнать, хĕпĕртет. Малтанласа Саша хăй те савăнăçа пытараймарĕ. Вĕри куççульне шăлакан амăшне пăхмасăр сăмаха çанталăк çинчен пуçарчĕ.

- Кунта та Украинăри пекех хĕвел пăхать иккен. Анчах та Тăван çĕршывра вăл ăшăрах. Ну, каласа парсамăр, мĕнле пурăнатăр?

Сител ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Козлов Украинăри ятарлă çар операцине шăп та лăп 2022 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен хутшăнма пикеннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунĕнче алла хĕç-пăшал тытнăран çакна вăл нихăçан та манмĕ.

Унта кайма ентеш контракт çырнă. "Кам-ха, эпир хỹтĕлемесен?" текен шухăш канăç паман ăна. Анчах килтен мĕнле тухса каймалла? Амăшне мĕнле пĕлтермелле?

Ашшĕпе çеç канашланă. Çула пуçтарăннă май вара аякри хулана ĕçлеме кайма "шухăшлă" пулнине каланă. Малтанласа шăнкăравсем сайра пулнă. Каярах эрнерен эрнене сас пама тăрăшнă. Икĕ, виçĕ... уйăх иртнĕ. Суя çиеле тухнă. Ашшĕпе амăшĕн, Вячеслав Андреевичпа Лада Николаевнăн, пăшăрханмалли çук мар, паллах. Ир тăрсан та, каç выртсан та ывăлне аса илеççĕ. Телевизорпа атакăна кĕрекен çар çыннисене курсан та палланă çынсене шыраççĕ. Кил хуçи ятарлă çар операцийĕнчи лару-тăрăва тĕшмĕртмест мар, мĕншĕн тесен хăй те Афган вăрçи витĕр тухнă.

Саша малтан Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Унтан Шупашкарти механикăпа технологи колледжĕнче пĕлỹ пухнă. Кайран çар ретне тăнă. Сăпайлăскер, хăпартланса пĕр сăмах та кăлармасть. Ачалăхĕ ыттисенни евĕр иртнине çирĕплетет. Утă та çулнă, вутă та çурнă (ун чухне çуртсене унпа ăшăтнă), çум та çумланă, пахча та чавнă, пулла та çỹренĕ, мечĕк те тапнă, çар вăййисене вылянă... Халĕ вара алăра - автомат.

 Малтан юлташĕсемпе разведкăна çỹренĕ Саша. Унтан минометчиксен батальонне куçнă. Акă мĕн каласа пачĕ пĕр-пĕр саманта уçса пама ыйтсан: "Çула тухиччен карттă тăрăх боевиксем ăçталла вырнаçнине тишкеретпĕр. Бронежилет тăхăнатăн, хăвăн хĕç-пăшална, гранатăсем, 0,5 литр шыв, пĕр-икĕ плита шоколад илетĕн те, кĕске инструктаж хыççăн - малалла. Кашниех 40 килограмлă "тиевпе" чупатăн. Палăртнă вырăна çитсен çапăçăва кĕретĕн. Каярахпа пире улăштарма тепĕр ушкăн килетчĕ".

Блиндажсенче пурăнаççĕ. Вĕсене хăйсем çĕр чавса хатĕрлеççĕ. Çăвăнмалли мунча ăсталаççĕ. Пусă та чавнă. Шывсăр пурăнма çук. Апатне хăйсемех пĕçереççĕ. Продукчĕсемпе çителĕклех тивĕçтернине палăртать. Гуманитари пулăшăвĕ те çитнине калать. Ятран яракан посылкăсем хуçисене тупаççех. Сител халăхне мухтать. Тивĕçлĕ пулăшушăн тав тăвать. Уйрăмах ку енĕпе Раиса Прискина пуçаруллă пулнине палăртать. Вăл йĕркелесе янă-мĕн малтан çак ĕçе. Маскировка сеткисене ырлать. Вĕсене тата та тата çыхма ыйтать.

Пĕрне-пĕри юлташсем сăмахсăрах ăнланаççĕ. Пĕр çапăçура вĕсем вăрманта 2 эрне неонацистсене малалла кайма памасăр тытса тăнă. Вилĕмпе куçа-куçăн пулсан та пĕри те тарма та, парăнма та шутламан. Çакăншăн "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ.

Хуласене, ялсене ирĕке кăларни те асрах. Херсоншăн пынă çапăçусемшĕн ентешĕмĕре II степень "Çарти паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă.

- Минăсем çурăлнă, автоматран пенĕ сассем илтĕнмеççĕ пулин те тĕтĕм-сĕрĕм сирĕлмен-ха таврара. Ывăннине сирмешкĕн кăштах канас килчĕ. Пăхатăп, ман еннелле 5-6 çулсенчи пĕр арçын ача утать. Пĕлетĕр-и, аллинче чечек çыххи. Епле куççуль ан тухтăр. Мĕн тери кĕтет вăл мирлĕ тỹпене. Çав ачан сехрине мĕншĕн хăпартмалла?- калаçăва малалла тăсать Александр Вячеславович.

Ача чухне çар вăййине вылянă самантсене куç умне кăларать. Мĕн тери интереслĕ пулнă вĕсем. Халĕ çитĕннĕ. Вăйĕ мелĕ те улшăннă. Çавах ỹпкелешмест. Пирĕн хушăмăрти паттăр вăл. Унăн ырă тĕслĕхĕпе мăнаçланатпăр. Ытти юлташĕсем те çар ретне тăрса часрах пире хирĕç тăракан неонацистсене тĕп тăвас- са шанатпăр.

Вячеслав Андреевичпа (ывăлĕпе юнашар чухне кăмăлне ирĕке ярса калаçма май тупатех) Лада Николаевнăн та хăпартланмалăх пур. Мĕн тери тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ вĕсем ăрăва малалла тăсаканскере.

 - "Тимĕр кайăксем" тỹпере вĕçеççĕ пулин те эпир парăнмастпăрах. Отделенинче 4 чăваш - Тăвайран, Шупашкартан, Патăрьелĕнчен - пĕрле. Унти вырăнти халăх та пулăшать пире. Халĕ хуласемпе ялсене каялла таврăнса пыраççĕ. Çĕнтерỹ пирĕн енче пулатех. Ман Раççейĕм нихçан тăшмана парăнман. Мăн асаттесемпе кукаçисем те мирлĕ пурнăçшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче сахал мар юн юхтарнă. Эпир те вĕсенчен кая мар. Тепре черетлĕ канăва киличчен, эппин. Ун чухне пĕрле ларса чей ĕçĕпĕр,- терĕ калаçăва вĕçлесе Саша.

Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр, кĕтетпĕр тесе çеç калама пултартăм паттăра.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Яндекс.Метрика