2024.01.30 Ял хăвачĕ - сỹнми пĕрлĕхре

Категория: Шаймурзинский территориальный отдел Опубликовано: 30.01.2024, 19:21 Просмотров: 8

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Çĕньял территори пайне кĕрекен виçĕ ялта та паянхи кун халăха пысăк тупăш паракан производство цехĕсем те, предприятисем те çук. Апла пулин те ял тăрăхĕн çăмăл мар "лавне" пултаруллă та хастар педогог-ветерана шанса панă хыççăн хăй тытăмлăх органĕ çулсеренех аталанса, ялсем хăтлăланса пыни сисĕнет. Ырă та çĕнĕ улшăнусене чăн малтанах вырăнти влаç органĕпе халăх пĕр чĕлхе тупса ĕçленипе çыхăнтармалла. Юлашки çулсенче территори пайĕнче вырăнти халăх пуçарулăхĕпе, çавăн пекех республика шайĕнчи тĕрлĕрен наци программипе пурнăçланă ĕçсем паянхи кун ял çыннине савăнăç çеç кỹреççĕ. Çак кунсенче Çĕньял территори пайĕн пуçлăхĕпе Мария Ильинична Мадюковăпа тĕл пулса халăхпа тата халăхшăн пурнăçланă ĕçсем пирки калаçрăмăр.

- Мария Ильинична, тăван тăрăх, çуралса ỹснĕ кил-çурт кашнинех çывăх. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан та юратнă тăван ял аталанăвĕшĕн, вăл çĕнелсе пынăшăн мăнаçланать. Ялсен аталану çулне мĕнре тата ăçта куратăр?

- Ваттисем йышпа ĕç тума, пĕччен пыл çиме аван тенĕ. Пĕрлешỹре, ушкăнра çеç вăй. Чăн малтанах тавах пурне те ялсен аталанăвĕшĕн пуçару кăтартса тĕрлĕрен ыйтăва татса пама пулăшнăшăн. Чăнах та эпир Чăваш Республикинче 2017 çулта пуçару бюджечĕн программи вăя кĕнĕренпе кашни çулах ырă та пархатарлă ĕçсем пурнăçларăмăр. Çавăнпа та территори пайĕнчи ялсем аталанса пынине эпĕ чăн малтанах хамăрăн администраци команди, депутатсемпе старостăсем, уйрăм пуçаруçăсем, хастарсем пĕр шухăш-тĕллевлĕ пулнинче куратăп.

- Юлашки çулсенче патшалăх, муниципалитет округĕн пулăшăвĕпе йĕркеленсе пыракан ĕçсем, пурнăçа кĕрекен программăсем пирки пайăрлăрах асăнса хăварăр-ха.

- Хальхи вăхăтра ялсене çĕнелме, аталанма наци проекчĕсем чăннипех те пулăшаççĕ. Акă, иртнĕ çул çеç шкул çулне çитмен муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене тĕпрен юсамалли программăпа Геннадий Айхи ячĕллĕ Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта кĕçĕн класра вĕренекен ачасен блокĕнчи çурт тăррине улăштарчĕç, чỹречисене çĕнетрĕç, шал енчен те çĕнетрĕç. Маларах кунти спорт зала юсаса хăтлăх кĕртнĕччĕ.

Хальхи вăхăтра Çĕньялти культура çуртĕнче тулли вăй-хăватпа ĕçлеме услови çителĕклĕ пулнине те палăртса хăварасшăн. Ялти клуба та культура учрежденийĕсене юсамалли программăпа тултан та, шалтан та çĕнетрĕмĕр. Унта 1 миллион та 700 пин тенкĕ бюджет укçи кайрĕ. Хамăр вăя хушса газпа хутăнакан котельнăя хута ятăмăр. Сăмах май каласан, паянхи кун территори пайĕте çак хăтлă çуртрах вырнаçнă.

- Ялсенчи ытти ырă улшăнусем пирки мĕн каланă пулăттăр? Çул, кĕпер, масар территорийĕсене хăтлăх кỹресси тата ытти ыйтăва пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе юлашки 3-4 çулта мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ши?

 - Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Территори пайĕнчи виçĕ ялта та - Çĕньялта, Çăл Атăкра, Анат Тăрмăшĕнче - халăх вăйĕпе, пуçару бюджечĕн программипе масар таврашĕнчи картасене çĕнетнĕ, пуринче те часовньăсем çĕкленĕ. Çак ĕçсене вырăнти халăхпа пĕрлех ялтан тухса кайнă ентешĕмĕрсем те пысăк хастарлăхпа хутшăннине палăртса хăварасшăн. Хамăр вăйпах кашни ялтах масар патне пыракан çулсене те сарнă. Хальхи вăхăтра та вĕсене юртан тасатсах тăратпăр.

Кирек мĕнле яла пырса кĕрсен те урам - ял тĕкĕрĕ. Вăл куçа тирĕнекен пĕрремĕш çитменлĕх те, пуçра ырă шухăш çуратакан тĕслĕх те пулма пултарать. Ялсенче кашни çулах кунта пурăнакансене тивĕçтерекен çулсем тума, вĕсене юсама, тирпейлеме тăрăшатпăр. Ку ĕçре те пуçарулăх ушкăнĕн хастарлăхне палăртасшăн. Çулсене тирпейлессине çынсем тĕрĕс ăнланаççĕ, çавăнпа та пуçару бюджечĕпе ĕçлеме те кăмăллă. Иртнĕ çулсенче Çĕньялти чи вăрăм касса - Кооператив урамне сартăмăр, Первомайск урамне çĕнетрĕмĕр. Анат Тăрмăшĕнче Шкул, Полевая, Çăл Атăкра Нижняя, Полевая кассене çул сарса йĕркене кĕртнĕ.

Пирĕн ялсем тикĕс те тỹрĕ вырăнта лармаççĕ: кĕперсем те, каçмасем те чылай. Колхоз вăхăтĕнче тунăскерсем çулсеренех кивелсе, юхăнса та пыраççĕ. Ял пурнăçĕнче вара вĕсем çынсене кирлех. Вĕсене те пĕрлехи вăйпа иккĕмĕш, виççĕмĕш пурнăç парнелетпĕр. Çĕньял ферми патĕнчи пысăк кĕпере халăх кар тăнипе çĕнетрĕмĕр. Сăмах май каласан, кĕпер çумĕнчех ĕлĕкхи çăлкуç пур. Типмест вăл, яланах тапса тăрать. Экологи çулталăкĕнче çак территорие те хăтлăлатса тирпейлесшĕн.

Çавăн пекех пĕвесем, шыв управĕсем пулни те ялта пурăнакансемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе те, ял çыннисене ытти сăлтавпа усă курма та. Çакна шута илсе колхоз садĕнчи пĕвене пурте кар тăнипе, халăхран укçа пуçтарса (140 пин тенкĕ) чавса тасатрăмăр, унăн таврашне тирпейлерĕмĕр. Пĕччен сурсан типсех пырать, ушкăн сурсан кỹлĕ пулать тенĕ ваттисем. Иртнĕ кĕркунне вара колхоз гаражĕ çывăхĕнчи тепĕр пĕвене иккĕмĕш пурнăç парнелерĕмĕр. Ăна тирпейлеме те халăх хăй вăйĕпе (312 пин тенке ларчĕ) кар тăчĕ.

- Мария Ильинична, ял хавалĕ пысăк пулнине эсир истори страницине те çырса хăварма та пултартăр. Мĕншĕн тетĕр-и? Çĕньял ял варринчи тирпейсĕр вырăнта каллех халăх кар тăнипе "Хавал" парк уçрăр. Кану вырăнĕ паян пуянланса, капăрланса пыни те кăмăллă.

 - Çапла, çак ĕçре старостăсен, депутатсен витĕмĕ те пĕлтерĕшлĕ. Паркра паян тĕрлĕ çар службинче пулнă ветерансем тăватă палăк вырнаçтарма та ĕлкĕрчĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕн фондĕнчи укçапа паркăн картине тытнă çĕре усă куртăмăр. Халĕ вăл тата ытларах хăтлăланчĕ. Кăçал çак вырăнти тепĕр лапама та тирпейлесшĕн.

Сăмах май каласан, Çăл Атăк ялĕ вĕçĕнчи купель çывăхĕнче те Вениамин Остроумов хастар пуçарăвĕпе тата тăрăшулăхĕпе тепĕр палăк çĕкленчĕ. Вăл ял историйĕпе çыхăннă, ăна тăван яла пуçарса яракансене халалланă. Территори пайĕнче çакăн пек хастарсем, пуçаруçăсем пулни ялсене малалла та аталантарас, çĕнетес шанăçа çуратать.

- Эсир ертỹçĕ пулнă май, паянхи кунпа çеç лăпланса ларманни сисĕнет. Ялта тĕпленнĕ çынсен пурнăçне тата илемлĕрех, хăтлăрах тăвас, вĕсен кăмăлне тивĕçтерс тĕллевпе çывăх вăхăтра пурнăçлама палăртнă тĕллевсене те палăртса хăварăр-ха.

- Шел пулин те ялта унччен кермен пек пулнă çуртсем те кивелеççĕ, юхăнаççĕ... Анат Тăрмăшри клуб та çавăн пекех. Нумай пулмасть ял çыннисен хастарлăхĕпе (107 пин тенкĕлĕх ĕç тунă) çурт тăрринчен шыв аннине тирпейлерĕç-ха. Çапах та культура çуртĕнче юсав кирлех. Чỹречисене те улăштармалла, умĕнчи картлашкисене те çĕнетмелле, шалти пỹлĕмĕсене те сăн кĕртмелле... Кунта эпир ретро-клуб, иртнĕ вăхăта аса илтерекен экспонатсем вырнаçтарнă пỹлĕмсенче çав тапхăра сăнлакан мероприятисем ирттерекен вырăн уçасшăн. Шухăша Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та ырларĕ. Паянхи çамрăксемшĕн иртнĕ пурнăçа куçпа курса ĕненмелли вырăн пулĕ. Ĕçсене пуçару бюджечĕн программипе йĕркелесшĕн. Çавăнпа каллех халăх хастарлăхĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çĕньялти фельдшерпа акушер пункчĕ те юсав ыйтать. Çулсене тирпейлемелли, парка тата хăтлăлатмалли тĕллевсем те çирĕп-ха. Шанас килет, малашне те пур ĕçе те кăмăлтан пурнăçлакан старостăсемпе, депутатсемпе, ял халăхĕпе пĕр шухăшлă пулса хамăра кирлĕ ыйтусене пурнăçа кĕртсе пырăпăр.

Пĕлме тата кĕскен

Хальхи вăхăтра Çĕньял территори пайне кĕрекен виçĕ ялта - Çĕньялта, Анат Тăрмăшĕнче, Çăл Атăкра - 590 хуçалăхра 1381 çын пурăнать.

Фельдшерпа акушер пункчĕ, Çĕньял тата тата Анат Тăрмăшĕнче клубсем, ял вулавăшĕсем, "Раççей почтин" уйрăмĕ, ветеринари участокĕ ĕçлеççĕ.

"Вĕрентỹ" наци программи пулăшăвĕпе Çĕньялти пуçламăш класра вĕренекен ачасен блокне тĕпрен юсанă.

Юлашки виçĕ çулта кашни ялтах пуçару бюджечĕпе урамсене тирпейленĕ. Кашни ялтах масар территоринче часовньăсем лартнă, тăванăмăрсем канлĕх тупнă территорие çĕнĕ картасем тытнă.

 2021 çулта пуçару бюджечĕпе ача-пăча лапамне хута янă.

Халăх вăйĕпе "Хавал" кану паркне уçнă, унта тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнисем салтак-ветерансене хисеп туса 4 палăк лартнă.

 Виçĕ ялта мĕн пурĕ ултă фермер хуçалăхĕ.

Территори пайĕнче çулĕпе чи асли - Çĕньялти Анна Яранова ĕç ветеранĕ. Вăл апрельте 97 çул тултарать. Анат Тăрмăшĕнче Анастасия Петрова, Çăл Атăкри Иван Ершов 93-94 çулсенче.

ХАКЛАВ

Борис ЕМЕЛЬЯНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Пирĕн çĕршывра влаç тытăмĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен нумай çитĕнỹ, ырă улшăну пулса пырать. Чăваш Республики, Патăрьел муниципалитет округĕ те мĕн пур ĕçе, тĕллеве халăхăн ыйтăвне тивĕçтересси, вĕсен пурнăçне хăтлăлатасси çине тимлĕх уйăрать. Ялсенче социаллă пурнăç аталанни, çĕнĕ объектсем хута кайни çамрăксене вырăнтах юлса ĕçлеме, кунтах çемье çавăрма май парать.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем ял малашлăхне, çамрăксен пуласлăхне, çемьесен аталанăвне анлă çул уçас тĕллевпе тĕрлĕрен программăна пăхса тухаççĕ, йышăнусем тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе эпир те хамăрăн территори пайĕнче май пур таран тăрăшатпăр.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Яндекс.Метрика