Вĕçĕ
Ĕçĕ кунта пурин валли те мăй таран. Çапах Василин малалла вĕренес те килнĕ. Юрист профессине алла илес тесе вăл Шупашкара та кайса пăхать. Анчах кунта пролетаринчен тухнă çамрăксемшĕн кăна çул уçă иккен. Ваççан ашшĕпе амăш вара инхоз шутланаççĕ, коллективлă хуçалăха кĕмесĕр уйрăм хуçалăх тытса пурăнаççĕ. Вĕсем патшалăхшăн шанчăксăр çынсем, кулак юррисене ĕнĕрлесе пурăнакансем пулса тăраççĕ... 1940 çулта Васили Шăнкăртамри вăтам шкула экзамен тытса кĕрет. Тен, аттестатпа урăх çĕре кĕме пулĕ тенĕ вăл малалла ĕмĕтленсе. Анчах унтан вăл туллин вĕренсе тухайман -1943 çулта апрелĕн 28-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ çара илеççĕ. Хăрах алли кĕске пулнăран (сусăр, инвалид) ăна фронта ăсатман, Чулхула (Горький) хулинчи вăрçă валли автомобильсем тăвакан завода тăшман сывлăшран тапăнасран сыхлакан чаçе (ПВО çарĕ) янă. Кунта тăватă уйăх тăнă хыççăн, ăна чирленипе комисси урлă кăларса киле янă.
Яла çитсен Василие çывăх тăванĕ, вăрманта теçетникре (десятник) ĕçлекен Виктор Егорович Прохоров Хĕрлĕ çара илес умĕн хăйĕн вырăнне вырнаçтарса хăварать. Сăкăт таврашĕнчи вăрмансем ун чухне хальхи пек лесничествăсем çине пайланман, республикăри "Чувашлесзаг" треста, унăн Елчĕкри леспромхозне кĕнĕ. Васили çак яваплă ĕçре вăрман кастарнă, тасаттарса çĕнĕ хунавсем ларттарнă. Паллах ĕнтĕ, вăрман вăррисенчен те сыхланă. Вăл вăхăтра теçетниксене централка текен пăшал та панă.
1944 çулта Васили авланать, ял хĕрне Феодосия Даниловна Чермасована качча илет. Çĕнĕ мăшăр колхоза заявлени парса кĕрет - халăхран юлаймастăн! Вăрçă хыççăн Василин тăван килтен уйрăлса тухма тивет. Аслăраххисене ашшĕ Матви çурт-йĕр лартса, ытти мул парса уйăрса кăларнă пулсан, вăрçă çулĕсенче тăн-тăн çемье хăй те айванланса юлнă, Василие пĕр пăт çурă çăнăх тата икĕ-виçĕ пăт пăри тата хăйсем тăхăннă тумтир кăна тивет. Ун валли тивĕçекен лаши те вилсе каять. Васили хăй вăйĕпе çурт лартсан, ăна ашшĕ тырă хума лар тата кивĕ шетник кăна парса пулăшма пултарнă.
Питĕ пысăк йывăрлăхсемпе Василий Матвеевич мăшăрĕпе 1946 çулта çурт лартса тепĕр çулта кĕркунне пурăнма кĕрет.
Çав тапхăрта (теçетник ĕçĕнчен кайсан) Василие Чапаев ячĕллĕ колхозра бригадира та суйлаççĕ. Анчах ăçта унта вăрах ĕçлесси - председателĕсем те çулталăк ларни çук- вĕçĕмсĕр улшăнаççĕ. Колхозĕ айван, тухăçĕ çук, ĕçкун тăвассишĕн тухса ĕçленĕшĕн те тỹлемеççĕ. Патшалăх пулăшасса та, тăвансем алă тăсса парасса та шанмалли çук. Пурнăç тăвас тесен пĕр хăвăн кăна малалла талпăнмалла. Пăртак та пулин укçа тăвас ĕмĕтпе вăл Энтри тетĕшĕпе Шăнкăртам колхозне кайса договорпа лаша ураписене юсама та çỹрет.
Спецпоселени, лагерь, тĕрме...
Шутлăр-ха, пурнăçа сыпăнтарса çын ĕретлĕ пурăнасчĕ тесе кану мĕнне пĕлмесĕр тăрăшакан çынна маларах асăннă колхозниксен пухăвĕнче харам пыр, çын юнне ĕçсе пурăнакан тата ытти хăрушă сăмахсемпе айăпласа сакăр çуллăха ялтан кăларса (ссылккăна) яма йышăннă. Каланăччĕ ĕнтĕ - Василий Матвеевич Прохорова, ĕнер çирĕм çиччĕ тултарнă çемье пуçне, пуху пĕтсенех, тарасран хăраса КПЗна тытса каяççĕ. Килĕнче арăмĕ икĕ ачапа - икĕ çул çурăри Иванпа пилĕк уйăхри Маняпа кăна юлнине те пăхса тăмаççĕ.
Василий Матвеевич вăхăтĕнче хăй çырса хăварнă асаилỹсем тата ывăлĕ Иван Васильевич каласа панă тата ытти историллĕ материалсем тăрăх çакă паллă.
Общество приговорĕ тăрăх сакăр çуллăха Çĕпĕре ăсатмалли çынсене , вĕсене указниксем, тенĕ, малтан Канашра пуçтарнă. Паллах ĕнтĕ, çакăн пек шар курнă çынсем пĕр Сăкăтра кăна пулман, партипе совет органĕсем ытти ялсенче те çавăн пек пухусем ирттерсе чылай çынна аякка ямалла тунă. Республикипе илсен вара, çĕр-çĕр çынна та. Арестантсен поезчĕпе 22 кун кайнă хыççăн Василий Матвеевича Иркутск облаçне, Лена тата Ангара шывĕсем хушшинчи, питĕ аякри Заярск районне илсе çитереççĕ. Ку района икĕ çул каялла кăна йĕркеленĕ пулнă-ха. Унта паянхи çулсемпе те облаç центрĕнчен 750 çухрăм каймалла. Патăрьелĕнчен Мускава çити вĕт! Мĕншĕн ун пек инçе çĕре тетĕр-и? Каялла тухса тармалла ан пултăр.
Малалла ăна спецпоселени шайĕнчи пĕр поселока ăсатаççĕ. Сĕм вăрман варринче ларакан ялта вăтăрмĕш çулсенче кулак тесе ссылкка янă çынсем пурăннă. Халĕкунта ватăсем кун кунлакан тăватă кил кăна юлнă. Пĕрисем срокĕсем тухнă хыççăн тăван вырăнĕсене тухса кайнă, теприсем выçăпа е чирпе вилсе пĕтнĕ.
Василий рабочисен ĕлĕкхи баракĕнче хăйне пурăнма вырăн тупать. Вырăн тени вăл - пĕр çара йывăç кăрават. Урăх нимĕн те çук. Халĕ çулла та - выртса тăма пулĕ. Хĕлле вара вутă хатĕрлесе кăмакана хăвăнах хутса ăшăнмалла. Кунта ĕçлесе укçа тума ĕç те тупаймастăн. Сусăр Васили вăрман касаймасть, шахта анаймасть, çĕр чаваймасть...
Выçăпа аптранă Васили çав ватă çынсем урама кăларса тăкнă апат юлашкисене çисе варвиттине каять, тăраймасăр чылайччен выртать. Юрать-ха, пĕр ырă чунлă фельдшер тупăннă, хăрушă чиртен çăлса хăварнă.
Çакăн хыççăн Василий юлашки карттусне сутать те спецпоселени вырăнĕнчен вăрттăн тухса тарать - 200-300 километр машина кузовĕ çине ларса, унтан 650 километр Ангара юханшывĕпе пăрахутпа кайса Иркутск облаç центрне çитет. Кунта пытанса тенĕ пек икĕ эрне пурăнать. Чăваш Ене çитме питĕинçе-ха... Унта тата мĕн кĕтĕ мана? Саккунсем питĕ çирĕп. Тытĕç те тỹрех тĕрмене хупĕç. Тен, саккунлă майпах тĕрĕс мар суд тунине çирĕплетме май килĕ?
Василий çакăн пек шухăшсемпе çав сĕм вăрман ăшĕнче ларакан яла каялла таврăнать. Вырăнти çынсем тĕлĕнсе хытаççĕ: "Мĕн тума килтĕн? Кунта эсĕ выçăпа вилетĕн е шăнса кăнатăн вĕт". Çумра хăй сусăр çын иккенне çирĕплетекен документ пурри ăçта та пулин çăмăллăх памĕ-и, тесе вăл район центрне Заярска каять, сывлăх пайĕнче ятарлă комисси (ВТЭК) витĕр тухать. Кунта ăна 1948 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче виçĕ тухтăр пухăнса 2-мĕш ушкăнти инвалид иккенне çирĕплетекен заключени параççĕ.
Çанталăк сивĕтме тытăнсан, Василин иккĕленỹ шухăшĕ пĕтĕмпех сĕвĕрĕлсе пĕтет: "Кунта пурăнса пулмасть. Тармаллах!" Вара вăл юлашки рейспа, Ангара пăрпа витĕниччен, октябрĕн 13-мĕшĕнче, пăрахут çине ларса тепĕр хут Иркутскалла хускалать. Ĕмĕчĕпе унăн тăван çĕршыва çитмелле. Çул çинче ăна милиционерсем виçĕ хутчен тытма хăтланаççĕ. Анчах вăл кашнинчех ăнăçлăн тарса хăтăлма май тупать.
Çапла вăл тавар поезчĕсем çине ларса Красноярск хулинех çитет. Кунта вара тăваттăмĕш хут НКВД работникĕсен аллине (эрне иртсен,1948 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче) çакланать.
Василий Матвеевич хăй шутланă тăрăх, пурĕ 2900 километр тарма пултарнă. Кунта вара тĕрĕслекен службăсем тимлĕрех пулнă ахăртнех, алăранах ярса тытаççĕ, тимĕр решеткеллĕ пỹлĕме хупса хураççĕ. Тавар составĕсем çинче ларса çỹренĕшĕн ун чухне уголовлă ĕç те пуçарнă.
Таркăн кунта следовательсене хăйĕн шăпи пирки пĕр пытармасăр каласа кăтартать. Анчах мĕн вăл çын инкекĕ милици органĕсемшĕн! Василий пек тарса çỹрекенсене вĕсем нумай курнă. Общество приговорĕн докуменчĕсене шыраттарса тупса палăртнă хыççăн Красноярск çумĕнчи Емельяново районĕн халăх сучĕ Василий Матвеевича 1948 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче икĕ статьяпа - СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1941 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе (тавар поезчĕ çинче хăй тĕллĕн ларса çỹренĕшĕн) тата РСФСР уголовлă кодексĕн 82-мĕш статйипе (ссылка е спецпоселенисене янă çĕртен тухса тарнăшăн) 7 çул та сакăр уйăхлăха ирĕкрен хăтарма приговор кăларса парать. Халĕ ĕнтĕ пирĕн ентеш административлă майпа айăпланнă указник мар, чăн-чăн уголовлă преступник! Кун пек çынсене ун чухне сакăр çула тĕрмене лартнă. В.М.Прохорова вара пăртак шелленĕ: Заярск районĕнчи спецпоселенинче тăватă уйăх пурăннă тесе шутланă, çав кунсене срокран чакарнă. Судьясем кун пек йышăнăва епле кăларнине ăнланса пĕтерме çук, паллах. Саккун тăрăх, тавар поезчĕ çине вăрттăн ларса çỹренишĕн пĕр çулталăка хупмалла. Поселенине янă вырăнтан пăрахса кайнишĕн вара виçĕ çул панă. Пурĕ тăватă çул тесе шутламалла. Кунта вара сакăр çул патнеллех лартаççĕ. Василий Прохорова Красноярск крайĕнчи Илански районĕнчи Хайрузовка поселокĕнчи тĕрмене (ĕçлесе юсанмалли лагере) хупаççĕ. Кунтан текех тарма çук ĕнтĕ: йĕплĕ пралукпа карнă хỹме, часовойсем тăракан вышкăсем. Каçсерен тĕрĕслевсем...
Мĕскĕн чăваш чăнлăха тупас тесе малтан Красноярск край судне çыру ярать. Ячĕшĕн панă хурав хыççăн СССР Верховнăй Судне, СССР Генеральнăй прокуратурине, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумне заявленисем çырать...Кайран Чăваш Республикинчи чи аслă органсенчен пулăшма ыйтать. Патăрьел райĕçтăвкомне те хăйĕн ĕçне тепĕр хут пăхса тухма сĕнет. Çакна та каласа хăвармалла, хăйĕн çумĕнче ялан чиксе çỹрекен тетрачĕ çине вăл ăçта хăçан мĕнле çырусем çырнисене, хуравĕсене хăçан илнисене те пĕтĕмпех палăртса пырать. Тĕрĕслĕх çĕнтерессе шанать вăл, ырă улшăнусем пуласса кĕтет. Тĕрлĕ инстанцие тăватă çул хушши çырусем ăсатать мĕскĕн çын. Хăшне-пĕрне икшер хут та. Виçшер те. Анчах пурин те хуравĕсем пĕрешкел: "Вырăнта тĕрĕс решени кăларнă...Тепĕр хут пăхса тухма сăлтав çук..."
Чăн та, тĕрмере чухне инвалид пулнă пирки Василий Матвеевича лагерьти йывăр ĕçсене нумай хутшăнтарман, ытларах тĕрме службисен начальникĕсен тĕрлĕ порученийĕсене пурнăçласа пынă, вĕсен хут ĕçĕсене тунă.
"Ворошилов амнистийĕ"
Совет самани вăхăтĕнче пирĕн çĕршывра революциллĕ уявсем е патшалăх юбилейĕсем тĕлне амнистисем ирттернĕ. Урăхла каласан, тĕрмере ларакансен хăш-пĕр ушкăнĕсене йывăрах мар преступленисем тунăшăн патшалăх каçарма тата вĕсене ирĕке кăларма документ йышăннă.1953 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Сталин вилнĕ хыççăн та халăх амнисти пуласса кĕтнĕ. Мĕншĕн тесен, вăл вăхăтра тĕрмене хупнă çынсем ытла та нумай пулнă.
Амнисти указĕ, тĕпрен илсен, тĕрмене пилĕк çула хупнисене пырса тивнĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Василий Матвеевича вара суд ытларах панă - 7 çул та 8 уйăх лартма йышăннă. Апла пулин те асăннă Указ хыççăн икĕ уйăхран, тĕрĕсрех 1953 çулхи майăн 28-мĕшĕнче, ăна суд тĕрмерен амнистипе ирĕке кăларма йышăннă. Ку кăна та мар, ăна суд тунине те пăрахăçланă (со снятием судимости)...1953 çулхи майăн 30-мĕшĕнче вара "Е" ĕçлесе юсанмалли лагертен (начальникĕ Голубев) ятарлă справка парса килне кăларса янă. Сăмах май, ăна пуйăспа Канаша çитме 236 тенкĕ те 10 пус тăракан билет илсе, çул çинче апат çиме 27 тенкĕ те 36 пус укçа панă. Пĕлме: ун чухне Мускаври лавккасенче 1 литр сĕт 2 тенкĕ те 20 пус тăнă, пĕр килоллă ыраш çăкăрĕ - 1 т.35 пус, пĕрремĕш сортлă ĕне какайĕ 1 кг - 12 т.60 пус.
"Канаш станцине эпĕ июнĕн 5-мĕшĕнче çитрĕм,- аса илсе çырнă В.М.Прохоров.- Патăрьелне çитнĕ çĕре каç пулса кайрĕ. Вара эпĕ çĕр каçма Йăлăма хуньакампа пуçана патне чарăнтăм. Унта вĕсем мана мунча хутса кĕртрĕç. Тепĕр кун ирех Сăкăталла хускалтăм. Исполком умĕнче ялтан машинăпа Патăрьелне ИПСа чĕп илме килнĕ шофер, Елагин Петр Дмитриевич, мана палласа чарăнчĕ. Сывлăх сунчĕ, "Таврăнатăн-им, Ваççук?" тесе алă пачĕ. Ку пилĕк çул иртнĕ хыççăн пĕрремĕш хут курнă хамăр ял çынни пулчĕ. Вăл часах ĕçне пĕтерсе каялла килме пулчĕ, мана кунтах кĕтсе тăма хушрĕ. Эпĕ вара киле хăвăртрах çитес шухăшпа хавхаланса ирхи уçă сывлăшпа сывласа çуранах утма шутларăм. Çурма çулта çав Петя мана хăваласа çитрĕ те яла правлени патне çити лартса çитерчĕ.
- Атте киле таврăннă çĕре эпĕ саккăрта пыракан шĕвĕркке пулнă, - пăлханса аса илет ывăлĕ Иван Васильевич Прохоров. - Эпир ун чухне кукамайсен килĕнче пурăннă. Аттене тытса кайсан, анне икĕ пĕчĕк ачипе пĕччен кил-çурт тытса тăрайман. Çавăнпа ăна шеллесе амăшĕ хăйсем патне илсе килнĕ... Аттене асăрхаса аслисем картишне тухнă. Кỹршĕсем те каçнă. Мана анне "Ку аçу пулать, патнерех пыр-ха", тесе çурăмран тĕкет. Аттене тытса кайнă чухне эпĕ икĕ çул çурăра кăна пулнă та, ним те астумастăп. Те вăтаннипе, те шикленнипе эпĕ айккинелле пăрăнма хăтланатăп. Татах мана атте патне çавăтса пыраççĕ. Хальхинче вара уçă чỹрече патне пытăм та хăпарса кайса пỹрте тарса кĕтĕм. Мĕн тăвăн, айван...Курса ỹсмен те, ют çын пекех туйăннă пулĕ çав. Астăватăп-ха, атте мана илĕртме канĕхвет те пачĕ...
Василий.Прохоровăн Патăрьелĕнче тĕпленнĕ аслă ывăлĕ Иван 1946 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелне çỹресе вăтам пĕлỹ илнĕ. Кайран вăл Саратоври милици шкулне пĕтернĕ, вăтам квалификациллĕ юрист пулса тăнă.1969 - 1979 çулсенче Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче уголовлă шырав аслă инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Çак тапхăртах Чăваш патшалăх университетĕнче истори уйрăмĕнче вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн ăна Йĕпреç районĕнчи шалти ĕçсен пайне куçарнă, начальникăн оперативлă розыск енĕпе ĕçлекен заместителĕ- криминал милици начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Ултă çул хушшинче вăл вĕлернипе çыхăннă преступленисене уçса панă, чылай вăрă-хурах ушкăнĕсене тупса палăртнă. 1986-1994 çулсенче Иван Васильевич участок инспекторĕнче вăй хунă. Çемйипе Шупашкара куçса кайсан, хулари шалти ĕçсен управленийĕн аслă следователĕ пулнă.1996 çулта аллă тултарсан, милици майорĕтивĕçлĕ канăва тухнă. Тỹрĕ кăмăлпа тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ведомствăн виçĕ медальне, чылай тав хучĕсене тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне вăл вăл спортпа та интересленнĕ: 1971 çулта самбо енĕпе кĕрешсе республикăри "Динамо" обществăн чемпионĕ пулса тăнă. Ытти чылай ăмăртусене хутшăнса район тата республика чысне хỹтĕленĕ.
- Эпĕ çамрăкранах аттене, Василий Матвеевича, 1948 çулта ял халăхне хĕстерсе сасăлаттарса Çĕпĕре сакăр çуллăха ссылка ăсатнине, кайран çав вăхăтах тĕрмене хупса хунине çĕр çинчи пысăк тĕрĕсмарлăх тесе шутланă, - аса илет паян Иван Васильевич.
- Çав айăплав пĕр аттене кăна мар, пирĕн таса çемьене те пырса тивнĕ. Астăватăп-ха, пĕчĕккĕ чухне хамăр касрах пурăнакан икĕ хĕрарăм-активистка мана "ристан ачи" тесе кăшкăрса намăслантаратчĕç. Вырма вăхăтĕнче бригадăра ачасем валли уçнă яслинче те, анне тырă вырма çỹренĕ пулсан та, мана тата Маня йăмăка апат çитерместчĕç... Çавăнпах-тăр, эпĕ милици органĕсене кайса чăннипех айăплă çынсене кăна наказани памалли çулпа утма шутланă та.. Вăхăтĕнче манăн ытти хамăн паллакан ачасем пек Мускаври е Киеври милицин аслă шкулне питĕ кайса вĕренес, аслă пĕлỹ илес килетчĕ. Министерствăна эпĕ икĕ хутчен те заявлени çырса панăччĕ. Анчах иккĕшĕнче те ман ыйтăва тивĕçтермерĕç, темле сăлтавсем тупса хирĕçлерĕç. Мĕншĕнне тỹррĕн хама каламан, паллах. Анчах чунпа ăнланаттăм - аттене спецпоселенинчен тарнăшăн тĕрмене хупнипех çыхăннă çакă. МВД информаци базинче вăл паллă пулнă ĕнтĕ. Аттене айăпланă суд приговорне амнистипе пăрахăçланă пулсан та хура йĕр юлнах... Пирĕн ĕçре питĕ пысăк принциплăх кирлĕ. Пире укçалла сутăн илес текенсем те, хăратса çавăрас текенсем те пулнă пулĕ. Влаçра ларакан начальниксем - пысăк-и вĕсем, пĕчĕкрех-и - темле те хĕсме пултараççĕ. Эпĕ вĕсене нихçан та итлемен, фактсене пăхса чĕре хушнă пек решени кăларнă...
Усă паман реабилитаци
1991 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Б.Н.Ельцин "Политика репрессийĕсенче шар курнă çынсен таса ячĕсене тавăрасси" çинчен саккун алă пусса çирĕплетнĕ. Октябрĕн 30-мĕшне вара Политика репрессийĕсенче хĕн курнисене асăнмалли кун, тесе палăртнă. Вăл тухасса пирĕн çĕршывра пин-пин, миллионшар çын чун пек кĕтнĕ. Çĕршыври хыпарсемпе куллен паллашса тăракан Василий Матвеевич Прохоров ăна тĕплĕн вуласа тухнă, паллах. 1953 çулта Сталин вилнĕ хыççăн амнистипе тĕрмерен кăларнă пулсан та вăл кайранхи çулсенче те хăйне общество приговорĕпе сакăр çуллăха тесе Çĕпĕре кăларса янине те, спецпоселенинчен тарнă тесе судпа айăпласа сакăр çула яхăн ĕçлесе юсанмалли лагере хупса лартнине те тĕрĕс мар решени тесе шутласа пурăннă. Асăннă саккун тухнă тĕлне çитмĕл тултарнă шурсухал хăйĕн шухăшĕ тĕрĕс иккенне, малашне таса ятне тавăрасса ĕмĕтленнĕ.
Саккун хаçатсенче пичетленсе тухнă хыççăн вăл хăйне малтан спецпоселенине янă Иркутск облаçĕнчи, унтан Красноярск крайĕнчи (унта ăна суд тунă) прокуратура, МВД органĕсене тивĕçлĕ документсем ыйтса çырусем ярать. Мĕн тесе хуравлаççĕ тетĕр пирĕн право йĕркине хỹтĕлекен органсем? Нимĕн те тĕпчесе тăмаççĕ, ячĕшĕн тенĕ пек конверт ăшне хут татки чикеççĕ те ярса параççĕ: "Сире çав-çав статьясемпе уголовлă преступлени тунăшăн айăпланă. Эсир политика мотивĕсем тăрăх кăна шар курнă çынсен шутне кĕместĕр...".
Василий Матвеевич хăйне хумхантаракан ыйтусемпе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствипе Прокуратурине те темиçе хутчен тухать. Хамăр тăрăхра вара ỹкĕтлесе çыракан çырусем çине юлашкинчен тимлĕрех пăхнă курăнать. 1992 çулхи августăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ М.Ф.Киселев Сăкăта 322-мĕш номерлĕ реабилитаци справкине ярса парать. Унта çапла çырнă: "Политика репрессийĕсене пула шар курнисен таса ятне тавăрасси çинчен" 1991 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă Раççей саккунĕн 3-мĕш статьин "в" пункчĕпе килĕшỹллĕн Василий Матвеевич Прохорова административлă йĕркепе ялтан кăларса яни репресси шутланать, çав енĕпе ăна ребилитациленĕ".
Кăштах маларах иртсе калас-тăк, 2009 çулта пирĕн республикăра, ытти регионсемпе пĕрлех, "Политика репрессийĕсене пула шар курнисен Асăну кĕнекине" икĕ томпа кăларнă. (Ун чухне В.М.Прохоров ĕмĕрлĕх тĕнчене куçса кайнă ĕнтĕ). 2017 çулта вара хушусем кĕртсе виççĕмĕш томне те кăларнă. Авторсем çырнă тăрăх, çав кĕнекесене Чăваш Республикинче 1920-1950 çулсенче пĕр айăпсăр шар курнă 12000 ытла çынна кĕртнĕ. Асăну кĕнекинче Василий Матвеевич Прохоров та пур... Пĕр шутласан, тĕрĕслĕх çĕнтернĕ темелле...Савăнса алă çупма та юрать. Кунта икĕ ырă самант пур.
Пĕр енчен, çĕнĕ Саккун репрессие лекнĕ çынсене влаç айăпсăр хĕсĕрленĕ, айăпланă тесе палăртать. Урăхла каласан, пĕтĕм халăх умĕнче таса ятне тавăрать. Ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ япала. Тепĕр енчен, Саккун вĕсене чылай çăмăллăхсем парать. Уйрăммăн илсен, ирĕкрен хăтарнă вăхăтăн кашни кунĕшĕн 75 тенкĕ пама, анчах уйăха 10 пин тенкĕрен ытла мар, курттăмăн пĕр хут укçа тỹлеме палăртать. (Вăтăр çул каялла ку самаях аван кĕмĕлччĕ!). Кунсăр пуçне кашни уйăхра 440 тенкĕ (выплата) парса тăма тытăнаççĕ. Ытти çăмăллăхсем те пур. Акă, хулара пурăнакан çын пулсан, хваттершĕн тата коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн, телефонпа е радиопа усă курнăшăн, хула транспорчĕпе ларса çỹренĕшĕн 50 процент кăна тỹлемелле. Çулталăкра пĕрре çĕршывăн кирек хăш кĕтесне те тỹлевсĕр çитсе килме пултарать. Медицина енчен илсен, çав çынсем тухтăрсем патне черетсĕр кĕме, тỹлевсĕр им-çам илме, шăлсене юсама тата протез ларттарма пултараççĕ. Патшалăх енчен тата ытти пулăшмалли майсем те палăртнă. Çитмĕл тултарнă В.М.Прохоровшăн та çак çăмăллăхсем пĕрре те ытлашши пулас çук - колхоз пенсийĕ пысăк мар!
Шел те, пурăннă чухне (вăл 2003 çулта çĕре кĕнĕ) Василий Матввеевич çак çăмăллăхсемпе пĕринпе те усă курайман. Реабилитациленĕ пулсан та!
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |