«Батыр Карп» команда каллех пĕрремĕш!

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:18 Просмотров: 18

Ваттисен сăмахĕсем:

Пулă тытма вăлта кирлĕ, пурнăç тума тăван кирлĕ

Пулă тарăн вырăна шырасан-шырасан ăшăх вырăна тухса каять

Пулли пулсан тытаканĕ те пулĕ

Патăрьелĕнче пурăнакан Петрпа Геннадий Ялуковсен (сăн ÿкерчĕкре) «Батыр Карп» команди пулă тытассипе йĕркелекен ăмăртусене хутшăнса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитет. Кашнинчех çитĕнÿпе таврăнать. Республикăра карп тытассипе иртнĕ чемпионатра та вĕсем хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ.

Виçĕ куна е 72 сехете тăсăлнă ăмăртăва Чăваш Енри, Пушкăрт Республикинчи, Саратов облаçĕнчи чи вăйлă спортсменсем хутшăннă. Çанталăк та вĕсен чăтăмлăхне аван тĕрĕсленĕ. Кăнтăрла сывлăш температури 25 градус ăшăран та иртнĕ, каçпа вара 10 градус тăнă. Çиллĕ-çумăрлă пулнă. Çак йывăрлăхсене пăхмасăр Ялуковсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартса карп тытассипе пĕрремĕш (!) вырăн çĕнсе илнĕ. Вĕсем тытнă чи пысăк карп 12 килограмм та 430 грамм тайнă. Пĕтĕмĕшле виçе 377 килограмм та 410 грампа танлашнă. Кăтарту ыттисенчен чылай пысăкрах.

Чемпионата Патăрьел тăрăхĕнчен «Паравоз» команда та хутшăннă. Вадим Красновпа Алексадр Пыркин виççĕмĕш тухса пăхăр медаль илнĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика