Ярăнмалли хатĕр суранланмалли сăлтав ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:22 Просмотров: 24

Çу кунĕсем ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те юратнă тапхăр. Çак вăхăтра никамăн та килте ларас килмест. Çулла çул çинче транспорт та ытларах: велосипедран пуçласа скутер, мотоциткл, мопед, электросамокат, питбайк таранах. Çамрăксем, çул çитмен арçын ачасем чылай чухне çул-йĕр правилине пăхăнмасăр ăçта кирлĕ, хăйсене мĕнле кирлĕ çавăн пек ярăнаççĕ. Иртсе кайнă чухне ятарлă сигнал та памаççĕ. Çавăнпа вĕсем çынсене çапса кайнă тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Харăсах скутер е мопед çине темиçе çын ларса ярăнни те инкек патне илсе çитерет. Çавна пула республикăри травматологи уйрăмне инкек тÿснĕ çынсем чылайăн çакланаççĕ. Шел пулин те, Патăрьел тăрăхĕнчен те çул-йĕр çинчи аварие пула республикăри клиника больницине çакланнă тĕслĕхсем пур. Акă мĕн пĕлтерчĕ хаçт редакцине çуллахи вăхăтра çул-йĕр çинче ал-урана амантасран, инкек тÿсесрен асăрханмалли пирки кунти тухтăр-травматолог Иван Васильевич Кадиков:

— Республикăри клиника больницинчи травматологи уйрăмне çынсем тĕрлĕ суранпа килеççĕ. Паян уйрăмах самокатпа, питбайкпа çÿренĕ чухне питĕасăрхануллă пулмалла. Ун пек чухне ярăнмалли хатĕрĕ мар, унăн хăвăртлăхĕ мĕнле пулни тата

ÿкес механизмĕ пĕлтерĕшлĕ темелле. Велосипедпа пынă чухне урасене, мышцăсене ĕçлеттерме тивет, ывăнсан хăвăртлăхĕ чакать. Электросамокатпа вара вăй хумасăрах, тар кăлармасăрах, кнопка пуснипех хăвăртлăхне ÿс-

терме пулать.

Мĕнле ÿкни те пĕлтерĕшлĕ. Велосипедпа ярăннă чух çÿлтен тата велосипедпа пĕрлех ÿкетпĕр. Çакă та рамăпа педальсем ура хушшинче пулнăран аманас хăрушлăх пысăк. Электросамокатпа пынă чухне хăвăртлăхĕ пысăк пулмасан çаврăнăçуллăраххи сиксе юлма та пултарать. Анчах ун пек чухне пуçпа тăрăнса пуç мимине кисретме, амантма пулать. Çавăнпа та çакнашкал техникăпа çÿренĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмалла мар.

Сăмах май каласан, электросамокатпа, питбайкпа, велосипедпа е скутерпа ярăннă чухне ытларах ал-урана амантса больницăна çакланаççĕ. Эпир çул çинче теветкеленсе техникăпа çÿрекен çамрăксене, çул çитмен ачасене çапла калатпăр: хăрушсăрлăх йĕркисем пур, вĕсем çирĕп, анчах хăрушсăр транспорт çук!

Кучухне ялсенче самокатпа ярăнакансем те чылай. Ун пирки те каласа хăварасшăн. Самокат хăрушлăхĕ — унăн конструкцийĕнче, унăн ураписен диаметрĕ пĕчĕк пулнинче. Çавăнпа та ытти транспортпа танлаштарсан вăл çирĕп мар. Урапи мĕн чуль пĕчĕкрех — ăна тытса пыма çавăн чуль кăткăсрах. Шăтăк-путăка лексен е умра пĕчĕк чул татки выртсан вăл выляса кайма, ача ÿксе аманма пултарать.

Ÿксе амансан вара тÿрех больницăна кайма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен шăмăсем тĕрĕс мар сыпăнма пултараççĕ. Тепĕр чухне, сăмахран, ача чавса тĕлĕнчен шăмма хуçма пултарать. Аслисем аллине кăна ыраттарнă, хăйех иртет теме пултараççĕ. Кун пек чухне вăхăта тăсни хăйне евĕр хăрушлăх кăларса тăратать. Шăмă тĕрĕс мар сыпăнса алă е ура унчченхи пек йĕркеллĕ ĕçлейми пулать. Суран кайран та хăй пирки аса илтерет.

Пĕр-пĕр транспортпа пынă чухне ÿксе аманнă çынна больницăна илсе киличчен пĕрремĕш пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне аманнă çын хăйне мĕнле туйнине пăхмалла, ăна вырăнтан куçарма тăхтамалла. Машинăсем çÿрекен вырăнта пулсан çеç айккине илсе хумалла. Çын тăн çухатнă, пуçне амантнă паллăсем пулсан, мăй, çурăм тĕлĕнчен хытах ыратнине сиссен, ал-ури аманнă, юн юхать пулсан пĕр тăхтамасăр васкавлă пулăшу чĕнмелле.

Чи пĕлтерĕшли çу кунĕсем ăшă та ырă аса илÿсем çеç хăварччăр, сывлăха та çирĕплетме пулăшчăр тесен яланах тимлĕ те асăрхануллă пулма сĕнетĕп. Ярăнмалли хатĕрсемпе çул çине тухсан пĕр самантлăха та тимлĕхе ан çухатăр!

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика