Иккĕшĕ те пĕрле выляса ÿснĕ, шкул сукмакне такăрлатнă, Шупашкарти 12-мĕш лицейре строителе вĕреннĕ. Мăшăрланнă хыççăн пĕр-пĕрне ачисен хреснашшĕ пулма шаннă. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан мобилизаципе пĕрле неонацистсемпе хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Чăваш полкĕнче тăракансем вĕсене ытларах «кум» тата «бояр» позывнойсемпе лайăх пĕлеççĕ. Сăмахăм ман Патăрьелĕнчи Николай Гузев тата Герольд Гуськов (сăн ÿкерчĕкре) пирки пырать.
Çирĕп туслăх
пырать ĕмĕре
2022 çулхи кĕркунне мобилизаци пуçлансан Николай Александровича ятарлă çар операцине каймалли пирки повестка параççĕ. Мускав облаçĕнчи Софринăра çар тивĕçне пурнăçланă çамрăк арçын пĕр сăмахсăрах килĕшет. Герольд Павлович çак хыпара илтсен хăй ирĕкĕпе повестка кайса илет. Пĕр-пĕрне çур сăмахаранах ăнланакан юлташĕнчен, кумĕнчен уйрăлас темен. Вĕсен шухăшне шута илсе кайран та пĕр-пĕринчен уйăрман. Ульяновскинче çар вĕрентĕвĕ ирттернĕ хыççăн декабрьте çар операцине илсе каяççĕ. Николай Гузева — пулеметчик, Герольд Гуськова стрелок пулма шанаççĕ. Паяна иккĕшĕ те должноçсемпе çÿлелле хăпарнă: «кум» сержант званине илнĕ, взвод командирĕн пулăшуçи, «бояр» — аслă стрелок, сапер.
— Декабрь вĕçĕнче эпир Ульяновскинчен тухса кайрăмăр. Палăртнă вырăна çитсен виçĕ кунта çĕре чавса хамăра пурăнма блиндаж турăмăр. Çĕнĕ çула вара постра кĕтсе илтĕмĕр. Тĕрĕссипе, унта уявсене уяв пек йышăнмастăн. Пире саламлаççĕ, эпир те саламлатпăр, анчах чунра савăнăç туйăмĕ çук. Эрех-сăрапа та иртĕнместпĕр, пурнăç хаклăрах. Отпуска киле килсен çемьепе ларни — чи пахи, — терĕç юлташсем.
Терт-нушине самаях ас тивнĕ пулсан та çамрăк арçынсем шăкăл-шăкăл çеç калаçса лараççĕ. Иккĕшĕ те пĕрре çеç мар малти лининче пулнă. Вилĕм вĕсен куçĕнчен пĕрре мар пăхнă, анчах çакăн пирки каласа пама васкамаççĕ.
— Чи хăрушши — тăшман танкĕ сана хирĕç ĕçлени. Блиндажра саккăрăнччĕ, тăваттăн çеç тухайрăмăр. Мана контузи пулчĕ, — тесе аса илчĕ «кум».
Кил, çемье шухăшĕ
ăшăтать, çĕнтерме пулăшать
Николай Гузевăн тивĕçĕ — лартнă тĕллевсене салтаксем мĕнле пурнăçланине пĕлсе, тĕрĕслесе тăрасси, тăшмана постран каçса кайма чарасси. Герольд Гуськовăн палăртнă маршрута ыттисем çула тухиччен сирпĕтекен хатĕрсенчен тасатасси. Сапер пĕр хутчен çеç йăнăшать, теççĕ. Ентешĕн питĕ асăрхануллă пулма тивет, хăй темиçе çын пурнăçĕшĕн те яваплине лайăх пĕлет.
— Тăшман сирпĕтекен хатĕрсене пысăк дронсем, «баба яга» çине тыттарса хурать, вĕсем вара пирĕн енне вĕçсе килсе пăрахаççĕ. Напарникпе, вăл Шупашкар енчен, лаптăка тĕрĕслесе çÿретпĕр, — тет «бояр». Сăмах май, унăн августра çеç отпуска килмелле пулнă, çар заданине ăнăçлă пурнăçланăшăн ăна маларах янă.
СВОна хутшăнакансем юлашки икĕ çулта дронсем, пилотсăр вĕçекен хатĕрсем питĕ нумайланнине палăртаççĕ. Унччен каçпа çÿреме хăрушсăртарах пулнă пулсан, халĕ сĕм çĕрле те неонацистсем сыхласах тăраççĕ. Тĕтре чухне те ним пулман пекех дронсем вĕçеççĕ. Вĕсем урлă тăшман ăçта мĕскер вырнаçнине питĕ лайăх курать. Маскировка сеткисем те йăлтах хÿтĕлеймеççĕ. Вĕçекен хатĕрсем ăшша та лайăх туйнăран хĕлле кăнтăрла блиндажа дизельпе ăшăтакан пушкăна сÿнтереççĕ.
— Çывăрмалли михĕсем ăшне кĕрсе выртатпăр та кил, çемье пирки шухăшласа тĕлĕрсе каятпăр. Украинăра çанталăк кунти пек мар: хĕлле те ăшă. Ирхине юр çусан кăнтăрлана ирĕлсе каять. Çĕр тăмлă пулнăран шыва та çăтмасть, — терĕ Николай.
Тăшман хĕрхенÿсĕр, шеллемест никама
Украинăри ятарлă çар операци пирки час-часах дронсен вăрçи тетпĕр, анчах унта тимĕрпе тимĕр çапăçмаççĕ çав. Вĕçекен хатĕрсемшĕн мишень — çын. Малти позицинчисем патне апат та машинăпа е квадроциклпа кайса пама май çук, тÿрех дрон хăвалама пуçлать. Çимеллисене вĕçекен хатĕрсемпе е пультпа ĕçлекен прицеппа (ун çине камера вырнаçтарнă, çавăнпа йĕрлесе пыраççĕ) çитереççĕ. Икĕ ентеш те малти лининче пĕрре мар пулнă.
— Пуçласа малти линине кайсан хăрататчĕ. Эпир те çынах вĕт, шикленÿлĕх туйăмĕ пур. Хăнăхрăмăр темелле-ши? Пĕрремĕш çулсенче çапăçун сĕртĕнÿ зонинче (зона боегого прикосновения) хохолсем кулни, хытăрах калаçни те çил пирĕн еннелле чухне питĕ лайăх илтĕнетчĕ, халĕ дронсем вĕçеççĕ те, ним те илтĕнмест, — терĕ Гера.
Салтаксем апат хăйсем пĕçерсе çиеççĕ. Хăçан черетпе, хăçан кам пушăраххи кухньăра хуçаланать. Çимелли хатĕрленĕ май вăрçăри лару-тăруран кăшт çеç каннине палăртаççĕ. Çăвăнма, япала çума тылра çĕре чавса мунча, канмалли вырăн тунă.
Чăваш полкне гуманитари пулăшăвĕ те килсех тăрать. Патăрьелĕнчи «СВОи Батыревский район» тата Шупашкарти «Солдату из дома21» волонтерсем вĕсемпе çыхăну тытаççĕ. Сăмах май, Герольд Гуськовăн амăшĕ, Светлана Михайлова, юлташĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли типĕ яшкасем, пăтăсем, чейсем хатĕрлет.
— Халĕунчченхи пек лăпкăн çеç çула тухма çук. Неонацистсем çар техники е мирлĕ çынсене турттаракан автобус — нимĕн те пăхмаççĕ, сирпĕтеççĕ.
Чи кирли — пире килте кĕтни. Мăшăр, ачасем, анне, йăмăксем тăшмана çĕнтерсе тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăнма хавхалантарса тăраççĕ, — тет Николай. — Вăрçă паян чарăнас пулсан эпĕ мирлĕ пурнăçа кĕрсе кайма, унчченхи пекех кăмăла каякан ĕçре вăй хума хатĕр. Сăмах май, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн кĕçĕн классем вĕренекен здание, маларах унта ача сачĕ, кайран Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ пулнăччĕ, реконструкцилеме те хутшăннăччĕ. Халĕ унта аслă ывăл вĕренет.
Ентешсемпе сыв пуллашнă чухне Патăрьел каччисем тăшмана тĕп туса сывă таврăнма сăмах пачĕç. Çапла пулма Турă пулăштăрах.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
