Вутăн чĕлхи вăрăм, шывăн турачĕ çук

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:17 Просмотров: 21

Пурнăçра вут ăшшисĕр, шыв техĕмĕсĕр пурăнма çук, паллах. Кирлĕ чухне эпир вĕсемпе мĕнле кирлĕ çапла усă куратпăр. Çапах та вутпа шывах пирĕншĕн тăшман пулма та, хур кăтартма та пултараççĕ. Чылай чухне сăлтавĕсем хамăртанах килеççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра пушартан уйрăмах сыхă та тимлĕ пулмалли тапхăр малалла тăсăлать, çĕршывра вара сентябрĕн 30-мĕшĕччен «Вут-кăвара чар!» кампани пырать. Яваплă тапхăрсем пурте çуллахи шăрăх вăхăтра вут-çулăм инкекне сирес, çынсен пурнăçне, пурлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе çыхăннă.

Пушара хирĕçле хăрушсăрлăх мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ-ха? Вут-çулăм инкекĕ кĕтмен çĕртен сиксе тухма, хăвăрт сарăлма пултарать, пурнăçа, сывлăха, пурлăха сиенлет. Çапла пулса ан тухтăр тесен мĕн пĕлмелле, мĕн тумалла-ха? Чăн малатанх кăвайта асăрхамасăр ан хăварăр. Юраман вырăнта, уйрăмах пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче кăвайт ан чĕртĕр. Типĕ курăк е çÿп-çап çывăхĕнче те вутпа асăрхануллă пулăр. Электроприборсемпе газ плиткисене те сăнасах тăрăр.

Пушар паллисем пулсан васкавлăн 112 е 01 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр, эвакуациленĕр, май пур таран вут-çулăма сÿнтерме тăрăшăр.

2026 çулта муниципалитет округĕнче ку таранччен 26 пушара шута илнĕ. Вĕсенчен 18-шĕ пурăнмалли секторта. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 30 пушар пулнă. Вут-çулăм инкекĕнче вилнисем çук, 18 çурт-йĕр çунса юрăхсăра тухнă, 21-шĕ сиенленнĕ. Вăл шутра пĕр транспорт хатĕрĕ çуннă.

Ытларах электрооборудованисене эксплуатациленĕ тата усă курнă чухне вут тухнă. Çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал 17 тĕслĕхе шута илнĕ.

х х х

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ çуллахи вăхăтра шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли пирки те çирĕп асăрхаттарать!

Хальхи вăхăтра çак ыйту пурне те пăшăрхантармалла. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăкра шывра çулсеренех инкексем пулаççĕ, çынсем хăйсен асăрханманлăхĕпе путса вилеççĕ, инкеке çакланаççĕ. Ун пек чухне час-часах инкексен сăлтавĕ психологи хăрушлăхĕ пулса тăрать: хăраса ÿкни, экстремаллă лару-тăрура хăйсене тытма пĕлменни тата ытти те. Çавăнпа та ятарласа палăртнă шыва çеç ишме кĕмелле. Ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр. Алкоголь координаципе шухăша улăштарать.

Çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн кÿлĕ хĕррине кайма та, ишме те ирĕк памалла мар.Вĕсем яланах аслисен тимлĕхĕнче пулмалла. Сăмах май каласан, çак кунсенче çеç Чăваш Республикинчи икĕ округра çул çитмен икĕ ача путса вилнĕ.

Çуллахи çутă çу кунĕсем пăтăрмахсăр, инкек-синкексĕр иртчĕр тесен аслисен те, çул çитмен ачасен те вут-кăвартан, шывра питĕ тимлĕ пулмалла.

Андрей ТУКМАКОВ,

Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика