Патăрьелсен аш-какайĕпе унăн продукцийĕ Казахстана та çул тупнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:08 Просмотров: 162

«Чăваш Енри суту-илÿ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе «Фермерское подворье» магазин (Р. Санзяпов ИП) 1-мĕш вырăн йышăннă

Вуншар çул ĕнтĕ Патăрьелсем çитĕнтерсе илекен сухан-севок тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланать. Пахча çимĕçĕн çак культури хуçалăхсемшĕн, фермерсемшĕн чăн-чăн «бренд», вырăнти АПКн визит карточки шутланать. Ăна округри уйрăм хушма хуçалăхсем те йышлăн çитĕнтерсе илеççĕ.

Паян çĕр ĕçченĕсем çитĕнтерекен таварсен тытăмĕн географийĕ тата анлăланса пырать. Акă, «Агрокультура» СППК аш-какай продукцийĕпе пĕтĕм тĕнчери пасара шанчăклăн тухнă. 2025 çулта асăннă производство кооперативĕ Казахстан Республикине 900 тонна аш-какай тата унăн продукцине ăсатнă. Таварсен тытăмĕ округра тулли производство ярăмĕаталаннине кăтартать. Вĕсенчен 60 проценчĕ аш-какай, 40-шĕ аш-какай продукцийĕнчен тирпейлесе кăларнă продукци.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи аграрниксем ăнăçлă аталанса пыни, вĕсем Казахстан пасарне те çул хывса унта тухма пултарни Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тавар туса кăларакансен пысăк вăй-хăватне, çаврăнăçулăхне çирĕплетет. «Агрокультура» ял хуçалăх производство кооперативĕн малашнехи тĕллевĕ — экспорт калăпăшне ÿстересси тата кÿрекен продукци номенклатурине анлăлатасси.

Çакна та палăртса хăвармалла: муниципалитет округĕнчи экспорт тĕллевлĕ предприятисен ăнăçлă аталанăвĕ вырăнти экономикăна пĕрлештерме çирĕп никĕс туса хуракан «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçа кĕртни, çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетни пулать.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика