Шупашкарта «Раççей симĕс ылтăнĕ» фестиваль иртрĕ. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш хут пулчĕ. Унта хутшăнма хăмла ÿстерекенсемпе сăра тăвакансем 28 регионтан килнĕ, 35 кафе-ресторан апат-çимĕç хатĕрленĕ. Çавăн пекех республикăри фермер хуçалăхĕсем, алă ĕç ăстисем, пултарулăх коллективĕсем те хутшăннă. Сăмах май, фестивальте Анат Туçари «ЧЕБО» предприяти туса кăларакан чипсыне те тутанса пăхма май пулнă.
Пуçласа мероприятие 18 пин çын хутшăннă пулсан иртнĕ çул кăтарту 50 пинрен те иртнĕ. Кăçал тата ытларах халăх пухăннă.
Июлĕн 30-мĕшĕнче фестиваль программипе килĕшÿллĕн «Раççей хăмли» конференци иртнĕ. Вăл çĕршыври 19 регионти 58 эксперта, наука, вĕрентÿ, промышленность тата продукцие тирпейлекен предприятисен представителĕсене пухнă. Отраслĕн çитĕнĕвĕсемпе пĕрлех хăмла туса илекенсен умĕнчи тĕллевсене те сÿтсе явнă: селекцие аталантарасси, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртесси, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен хальхи вăхăтри им-çам хатĕрлесси, производствăна рынокра кирлĕлĕхне кура йĕркелесси.
Фестивальте Чăваш Ен культурипе, йăли-йĕркипе, халăх пуянлăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, регионăн хăйнеевĕрлĕхне кăтартнă.
ШУХĂШ
Георгий КОШКИН, АПК ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ:
— Эпĕ чылай çул «Гвардеец» колхозра агрономра тăрăшрăм. Шăпах çав çулсенче пирĕн хуçалăх хăмла çитĕнтерсе илессипе ĕçлетчĕ. «Симĕс ылтăна» çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне тонни-тоннипе ăсататтăмăр. Ял хуçалăхĕнче çак культурăна çитĕнтерсе илесси çине хальхи вăхăтра патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине, çĕршыв шайĕнчи фестиваль Чăваш Республикинче иртнине ырлатăп. Производство рынокĕнче хăмла кирлĕ тата усăллă культура.
Август 2026 |
