ВĂРĂ вăрлать те — хăварать, пушар йăлтах тĕп тăвать, теççĕ халăхра. Паллах, кукăр алăллине те иртĕнтерес килмест. Çулăм ĕмĕр пухнă пурлăха тĕп тăвать. Инкекĕ вара хăш-пĕр чухне юнашарах çÿрет. Иртнĕ эрнере Татмăшри пĕр хушма хуçалăхра пушар тухнă. Пÿртне вутран çăлса хăварнă, анчах мунча тата хуралтăсем юрăхсăра тухнă.
Çанталăк шăрăх тăнипе вăрманта та асăрхануллă пулмалла. Шупашкар округĕнчи вут-çулăмпа кĕрешекенсен икĕ хутчен пушар сÿнтерме тивнĕ. Инкеке вăхăтра сиснĕрен «хĕрлĕ автана» иртĕнме паман. Икĕ тĕслĕх та çын тимсĕрлĕхĕпе çыхăнма пултарнă. Регионта пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк чухне вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть. Йĕркене пăхăнманнисене пуçран шăлмаççĕ: республикăра шашлăк юратакан пĕр çыннăн саккуна пăхăнманшăн 40000 тенкĕ кĕсйинчен кăларса хума тивнĕ.
Август 2026 |
