Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.08.2026, 09:07 Просмотров: 20

ШКУЛТА вĕренекенсем тин кăна каникула кайрĕç пек туйăнать, унтанпа сисĕнмесĕрех икĕ уйăх та иртсе кайрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарнă май шкулсенче ачасене йышăнма хатĕрленсе кабинетсене, столовăйсене юсанă, сăрласа çĕнетнĕ, тирпейленĕ. Ятарлă комисси членĕсем вара пĕлÿ çурчĕсен хатĕрлĕхне июлĕн 27-мĕшĕнчен тĕрĕслеме пикеннĕ. Пурĕ 22 вĕрентÿ учрежденине çитмелле, ку эрнере саккăрăшĕнче пулнă. Графикпе килĕшÿллĕн çывăх вăхăтрах ыттисене те каяççĕ. Вĕсем лайăх енсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртаççĕ, ĕçе вĕçлеме вăхăт параççĕ.

Каннă, сывлăхĕсене çирĕплетнĕ вĕренекенсем сентябрĕн 1-мĕшĕнчен таса та хăтлă шкулсенче тарăн пĕлÿ илме пуçлĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика