Петр Ивантаевпа сывпуллашӗҫ

Категория: В республике Опубликовано: 18.09.2020, 11:00 Просмотров: 586

Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Петр Ивантаев ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вилсе кайнӑ.

Унпа Шупашкарти Ухсай Яков ячӗллӗ культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. 12 сехетре хурлӑхлӑ митинг пуҫланӗ.

Петр Ивантаев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ. Дипломлӑ специалист ӗҫ биографине тӑван районӗнчи «Октябрь» колхозра агрономра пуҫланӑ. Утӑм хыҫҫӑн утӑм тунӑ вӑл. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗн — ЧР ял хуҫалӑхӗн министрӗн тилхепине тытма тивӗҫ пулнӑ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика