"Иртнине манаканăн пуласлăхĕ çук",- тенĕ ваттисем. Чăваш Енре пуян та хăйнеевĕрлĕ халăх пурăнать. Ахальтен мар çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах çĕршывĕ, тенĕ.
Шел, истори, культура, чăваш халăхĕн йăли-йĕрки манăçса пырать. Ачасем чăвашла калаçасшăн мар. Ку чĕлхе никама та кирлĕ мар тенине илтсен, эпĕ уншăн пăшăрханма пуçларăм. Шкулта ĕçленĕ май, чăваш чĕлхи сехечĕсем чакса пынăран, ачасене мĕн пĕчĕкренех чĕлхене класс тулашĕнчи ĕç-хĕл урлă вĕрентме тăрăшатăп.
Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвне ачасем уроксенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех пĕлет. Тата ачасен вĕренес туртăмĕ ỹстĕр тесен, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма та, илĕртме те пĕлес пулать.
Урок тулашĕнче ирттерекен ĕçсем - ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсем пулса тăраççĕ те. Çакна тĕпе хурса эпĕ "Çĕр пин сăмах çĕршывĕнче" проект хатĕрлерĕм. Тĕп тĕллев - ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.
Класс тулашĕнчи ĕç-хĕл - çитĕнекен ăрушăн савăнăç. Кашни ача хăйне евĕр пултаруллă. Пĕри лайăх ташлать, тепри аван юрлать, сăвă калать тата ытти те. Уявсене хутшăннă чух ачан шухăшлама та, калаçăва аталантарма та тивет, анчах та çакă хистенипе мар, хăй ирĕкĕпе пулса пыни паха. Ачана шухăшлама вĕрентесси - ĕçĕн тĕп тĕллевĕ. Вара вăл вĕренỹре те аван ĕлкĕрсе пырать.
Проектăн тĕп задачисем - ачасене интереслентерсе, хавхалантарса вĕрентесси, ирĕклĕн хутшăнма, вĕренме условисем туса парасси тата ытти те.
Проекта пурнăçламалли ĕç йĕркипе паллаштарам-ха. Кунта, паллах, эпĕ ачасемпе ашшĕ- амăшне, вĕрентекенсене явăçтаратăп.
Сентябрьте чăвашла калаçакан ачасене палăртатăп. Диагностика тăватăп. Ашшĕ-амăшне, ачасене чăваш чĕлхине вĕрентме кирли çинчен хистемесĕр ăнлантаратăп. Анкетăри ыйтусем çине хуравлаттаратăп. Ĕçсем, çул-йĕрсем, тĕллевсем палăртатăп.
Октябрь уйăхĕнче халăх йăли-йĕркипе пĕчĕккĕн паллашма пуçлатпăр. Мифсем, юмахсем вулатпăр. Чăваш халăхĕн "Алран кайми аки-сухи" юррине итлетпĕр. Шухăшне ăнланма пулăшатăп.
Ачасем "Манăн юратнă ял" ỹкерчĕксем тăваççĕ, курав йĕркелетпĕр. "Çăкăр" музейне экскурсие тухатпăр. "Ачасен калаçăвĕ, хутшăнăвĕ" темăпа ашшĕ-амăшĕпе пуху ирттеретĕп. "Чи илемлĕ урам" каллаж тăваççĕ ачасем. Шупашкар хулинчи палăксем, театрсем çинчен фотоальбом ăсталаççĕ.
"Асанне арчи" пĕрлехи мероприяти питĕ анлă иртет, чăвашсен, вырăссен, тутарсен йăли-йĕркине кăтартатпăр. Юмахсемпе, юрăсемпе, ташăсемпе пырать çакă. "Тăрисен" ăсталăх класĕ, "Кавăн пур çĕрте те кирлĕ пулать" темăпа мероприяти йĕркелетпĕр.
Ноябрьте йăла-йĕрке çинчен вĕрентекен калавсемпе паллашатпăр. Çемье йăли-йĕрки пирки калаçу ирттеретпĕр. Йăх-çемье йывăççи ăсталаççĕ.
Декабрьте Шупашкар хула символĕсемпе паллашатпăр "Герб, герб çинчи сăнсем", "Çемье гербне ỹкерни"
Чăваш гимнне кулленех итлетпĕр, юрлатпăр. Тăван хулана сăнлакан иллюстрацисемпе паллашатпăр. "Ман çемье гербĕ" альбом тăватпăр. "Тăван çĕршыв" темăпа викторина ирттеретĕп. Январьте тăван ен çинчен çырнă сăвăсене вĕрентетĕп. "Çăпата" вăйă йĕркелетпĕр. "Эпир пурăнакан тăван ен" викторинăна хутшăнаççĕ. "Чăваш чĕлхине вĕрентмелли мелсемпе меслетсем" ĕç опычĕпе паллаштаратăп.
Февральте чăваш юмахĕсемпе легендисене вуласа паллашмалли кун. Шкул, муниципалитет округĕн библиотекине экскурсине каятпăр. "Чăваш юмахĕсем" альбом тăватпăр. Март уйăхĕнче "Округри халăхăн культурипе йăла-йĕркин историйĕ" темăпа калаçусем йĕркелетпĕр. "Пинеслу асанне патĕнче хăнара" дидактика вăййи питĕ килĕшет ачасене. "Ункă" вăййа кăмăллаççĕ. Чăваш наци музейне экскурсие тухни вырăнлă. Тематика выставкисене экскурсисене çỹрени асра юлать.
Апрельте "Асамат кĕперĕ" фестивале хутшăнатпăр. Чăваш юррисемпе ташшисене вĕренетпĕр. "Виçĕ хĕвел" ача-пăча ỹкерчĕкĕсен выставки иртет. Республикăри "Туслăх хĕлхемĕ", регионсем хушшинчи "Чăваш ахах-мерченĕ", "Асамат кĕперĕллĕ çĕршыв-2025", "Чăваш Ен - тăван ен" конкурссене, чăваш чĕлхи кунне уявланă çĕре хутшăнатпăр. Республикăри патриотизм çулталăкне тата тĕнчери ташă кунне халалланă мероприятисенчен те юлмастпăр.
Чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев калавĕсене вулатпăр. "Чăваш яшки, шỹрпи" ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хатĕрлекен ăсталăх класне йĕркелетпĕр.
Май уйăхĕнче - "Ача-пăча Акатуйĕ". Ашшĕ-амăшĕпе аслисен пĕрлехи уявĕ.
Эпир сирĕнпе тĕлĕнмелле илемлĕ, пуян çĕршывра пурăнатпăр. Çĕршыва юратмалла, тăван чĕлхене пĕлмелле, юрра-ташша манмалла мар пирĕн.
Чăваш çемйисенче ваттисене, ашшĕ-амăшне юратса та хисеплесе пурăннă. Çакă халăх юррисенче питĕ лайăх палăрать. Вĕсенче арçынсемпе хĕрарăмсем юратни çинчен мар, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене хисеплени çинчен каласа параççĕ.
Светлана УРУКОВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕн çумĕ, пуçламăш классен вĕрентекенĕ
Апрель 2026 |
