Патăрьел муниципалитет округĕнче йĕркелекен тĕрлĕрен массăллă мероприятинче, пысăк тĕл пулусенче полици сотрудникĕсемпе, участокри уполномоченнăйсемпе юнашар ятарлă тум тăхăннă çынсене те асăрхама пулать. Вĕсем — хастар общественниксем, халăх дружинин членĕсем. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хастарсен «çарĕ» пысăках мар, мĕн пурĕ 17 çын. Вĕсем хушшинче арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те пур. Пикшикри вăтам шкулта чĕрĕк ĕмĕр физкультура учителĕнче тăрăшакан Ирек Пелеев округри пултаруллă халăх дружинникĕсенчен пĕри. Çак кунсенче Ирек Алимзяновичпа (сăн ÿкерчĕкре) тĕл пулса обществăлла ĕçе мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе кăсăкланма май пулчĕ.
— Округри ялсенче лăпкă та тăнăç пурнăçшăн, преступлени тăвакансен шутне чакарассишĕн, ытти усал ĕçсене сирсе ярассишĕн чăн малтанах РФ ШĔМĕн округсем хушшинчи «Батыревский» уйрăм ĕçченĕсем кунĕпе те, çĕрĕпе те тăрăшаççĕ. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, спорт, культура тата ытти массăллă мероприятинче округри полици сотрудникĕсемпе пĕрлех чылай чухне халăх дружинникĕсем те хутшăнатпăр. Йăлана кĕнĕ Акатуй-Сабантуйсенче кашни çулах пирĕн дружинниксем йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле постсенче тăраççĕ. Кăçалхи Акатуй-Сабантуя Атăлçи федераци шайĕнче йĕркеленĕрен дружинниксем те кунĕпех уçланкăри мероприяти ăнăçлă та кăмăллă иртсе кайтăр тесе тăрăшрĕç. Ир пуçласа каçченех эпир те полици сотрудникĕсемпе юнашарах службăра пултăмăр.
Пысăк праçниксенчен Аслă Мăнкун, Ураза-Байрам вăхăтĕнче, çул çитмен ачасемпе çыхăннă операцисенче те айккинче юлмастпăр, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе, профилактика субъекчĕсемпе пĕрлехи рейдсене хутшăнатпăр. Уйрăмах каçхи рейдсем пĕлтерĕшлĕ. «Комендат» сехечĕ иртнĕ хыççăн урамра çÿрекен ачасем иккĕлентереççĕ. Вĕсем эрех-сăра ĕçме, мотоциклпа, е автомашинăпа ярăнма е ытти хура ĕç туса хума та пултараççĕ. Урамра пакунлисем, ятарлă служба час-час çÿресен преступлени тăвакансем те сахалланĕç. Халăх дружинникĕсен тĕп тĕллевĕ — обществăлла ĕçе тата ытларах вăйлатасси.
Халăх дружинникĕн членĕ çеç мар, шкулта физкультура учителĕ те пулнă май, ачасем пушă вăхăтне усăллă та кăмăллă ирттерччĕр, усал ĕç тăвасран пăрăнччăр тесе тăрăшатăп. Çак тĕллевпе эпир Пикшикри вăтам шкулта «Футбол шкулта» проекта хутшăнса вăййа çамрăксем хушшинче тата ытларах сарас тесе тимлетпĕр. Кун валли пирĕн услови çителĕклĕ. Çамрăк футболистсем округри ăмăртусене те хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене те йышăнаççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă. Шкул ачисем чылайăшĕ спортпа туслă, çулсеренех ГТО нормативĕсене лайăх кăтартупа тултараççĕ,— кĕскен паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕпе округри халăх дружинникĕ Ирек Пелеев.
Альбина ЕГОРОВА
Сентябрь 2026 |
