ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнче тĕрлĕ çарта службăра тăнă ветерансем хăйсен уявне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче танкистсем çуллен Патăрьелĕнчи танк умне пуçтарăнаççĕ. Вĕсем хĕсметри кунсене аса илеççĕ, обществăлла пурнăçа хастар хутшăнаканнисене чыслаççĕ тата ытти те...
Кăçал та сентябрĕн 13-мĕшĕнче танкист-ветерансем уяв савăнăçне пĕрле пайлама ирхине 10 сехетре пĕрле пухăнма палăртаççĕ.
Сентябрь 2026 |
