Çынсене тата профессие юратни хисеплĕ ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:49 Просмотров: 17

«Пурнăçа каялла тавăрма май пулсан эпĕ пĕр шухăшласа тăмасăрах каллех çак профессие суйлăттăм. Чăн-чăн врач пулас  тесен çынсене юратмалла, вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн яваплăха хăвăн çине илме хăрамалла мар», – тет Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, Патăрьел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Валентина Теллина. Кăçал ăна «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.

Валентина Андреевна Патăрьелĕнче çуралнă. Иккĕмĕш сыпăкри икĕ пиччĕшĕ тухтăр специальноçне алла илнĕрен вăл та Хусанти медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Шупашкарти строительсен медсанчаçĕнче интернатура тухнă. Унтан вара Валентина Теллина Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри больницăра ĕçлеме пуçланă. Вăхăт нумаях та иртмен, 26-ри тухтăра тĕп врач пулма сĕннĕ. Яваплă çак должноçра вăл 12 çул тăрăшнă. Районта ун чухне медицина кадрĕсем çитмен, çавна май ĕç питĕ нумай пулнă. Васкавлă пулăшу кирлисене çĕрле те илсе килнĕ. Йывăр чирлисем патне тĕп врач хăй çÿренĕ. Валентина Теллина аса илнĕ тăрăх, йывăрлăхсене çĕнтерме ĕçтешĕсем пулăшнă. Аслă Пăла Тимешне Шупашкарти тухтăрсем те тăтăшах килсе çÿренĕ, вĕсем пĕрле канашланă. «Манăн пурнăçра Аслă Пăла Тимешри больница пулнăшăн эпĕ Турра тав тăватăп. Вăл мар тăк паянхи Валентина Андреевна пулаймастчĕ те пулĕ. Эпĕ унта сиплекен тухтăр та, тĕп врач та, депутат та пулнă. Культура мероприятийĕсене те хамах йĕркеленĕ. Унтах мăшăр тупнă», – пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăр пирки аса илет Валентина Теллина. 

1986 çулта вăл Шупашкарти тĕп больницăра ĕçлеме пуçланă: малтан тĕп врач заместителĕнче тăрăшнă, 1,5 çултан – ертÿçĕре. Ун чухне строительсен больници Атăлçире чи пысăк поликлиника шутланнă, пĕр сменăра 1200 çынна йышăнма пултарнă. «Коллектив мана ăшшăн кĕтсе илчĕ. Тĕп тухтăрта 25 çул ытла тăрăшрăм, çак чĕрĕк ĕмĕрте ĕçтешсемпе пĕр-пĕрне шанса та ăнланса вăй хутăмăр, пациентсемпе те хутшăнусем яланах лайăх пулнă», – чунне уçать Валентина Теллина. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çăмăл мар тапхăр пуçланнă: эмелсем тата оборудовани çитмен, шалу тÿлемен… Валентина Андреевна аса илнĕ тăрăх, укçа паман вăхăтра çав тери йывăр пулнă, анчах никам та ĕçрен кайман. Ăста та пултаруллă ертÿçĕ хăйсем патĕнче вăй хуракан çынсене пурне те сыхласа хăварма пултарнă.

Çав вăхăтрах общество ĕçне те хастар хутшăннă. 1995 çулта Чăваш Республикин медицина ассоциацине йĕркеленĕ. Çак ĕçĕн пуçаруçисенчен пĕри – шăпах Валентина Теллина. Ассоциаци ертÿçи пулма та ăнах шаннă. Валентина Андреевна çак пĕрлĕхе 19 çул ертсе пынă. 2012 çулта Раççей Президенчĕн шаннă çынни пулнă, Халăх фрончĕн регионти штабĕн йышне кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вăл – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн членĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕн министерстви çумĕнчи общество канашĕн председателĕ. Вăл халĕ те Шупашкарти сывлăх сыхлавĕн ĕçне хутшăнать. «Эпир медицина пулăшăвĕн пахалăхне, унпа усă курма май пуррине, больницăсемпе поликлиникăсен пурлăх никĕсне тĕрĕслетпĕр. Эпĕ паян та хам ĕçленĕ вăхăтри пекех медицина сестрисемпе, врачсемпе курса калаçатăп, пациентсемпе тĕл пулатăп. Ман пата тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ: пĕрин кирлĕ эмел çук, тепри шурă халатлă специалист патне ниепле те лекеймест. Эпĕ кашнинех пулăшма тăрăшатăп, кирлĕ чухне Сывлăх сыхлавĕн министерствинчи ĕçтешсемпе çыхăнатăп», – паянхи пурнăçĕпе паллаштарать Валентина Андреевна.

Шăпах хулашăн тата унта пурăнакансемшĕн тăрăшнăшăн Валентина Теллинăна кăçал Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕн ятне пама йышăннă. «Сумлă ят мана общество ĕçĕнче тата хастартарах пулма хавхалантарать. Эпĕ пĕччен мар, яланах коллективпа тăрăшнă. Вĕсем мана ăнланса яланах юнашар утрĕç, пулăшса пычĕç. Юлашки вăхăтра медицинăра ырă улшăну нумай: çĕнĕ поликлиникăсемпе ФАПсем уçăлаççĕ, медучрежденисене юсаса хальхи йышши оборудованипе тивĕçтереççĕ. Пирĕн умĕнхи тухтăрсем тата эпир пуçарнă ырă йăласене тытса пыни те савăнтарать. Общество ĕçĕ те çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ Валентина Андреевна чыславра. 

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ăна яланах хăйĕн çемйи хавхалантарса пынă. Мăшăрĕ, икĕ ывăлĕ, мăнукĕсем, тăванĕсем ăна çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. «Эпĕ хамăн шăпана телейлĕ тесе шухăшлатăп. Çынсене, Шупашкара тата тăван тăрăха юрататăп. Кунта ырă кăмăллă, уçă чунлă çынсем пурăнаççĕ», – палăртать маттур та пултаруллă, хастар та мал ĕмĕтлĕ ентешĕмĕр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика