Турхансен тĕслĕхĕ ыттисемшĕн те вырăнлă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:41 Просмотров: 17

ТУРХАНТИ врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцовăн ыр кăмăллăхĕ иксĕлми. Вăл Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене, ялти аслă çултисене тата ыттисене те пулăшма май тупать, çав вăхăтрах çамрăк ăрăва та патриотла воспитани парассипе сахал мар ĕç тăвать. Мухтавшăн та, хисепшĕн те мар, чунĕ ыйтнипе пурнăçлать.

Çак кунсенче Анатолий Валентиновичпа çамрăк волонтерсем тимĕр-тăмăр пухма пуçланă. Металлолома сутнă укçапа ялти «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа тунă ача-пăча лапамĕ тавра карта тытма палăртаççĕ. Территори тавра хÿтлĕх пулни пĕрре хитре, тепре хăрушсăрлăх йĕркипе те çыхăннă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика