Çак уяв Раççейре чи çамрăккисенчен пĕри. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн сентябрĕн 8-мĕшне Раççейри Халăхсен тăван чĕлхи кунĕ тесе çирĕплетнĕ.
Юратнă тăван çĕршывăмăрта хальхи вăхăтра тĕрлĕ наци халăхĕ 270 чĕлхепе тата диалектпа пĕр-пĕринпе хутшăнать. Кашнийĕншĕн тăван чĕлхе, халăхăн йăли-йĕрки — чи çывăххи. 64 регионта çынсем 76 чĕлхепе калаçаççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем те чăвашла, вырăсла, тутарла, ирçелле чĕлхесемпе усă кураççĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакан туслă халăх пĕр-пĕрин чĕлхине, йăли-йĕркине, çав вăхăтрах тĕнне те хисеплесе пурăнать. Çакă Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен культура, спорт мероприятийĕсенче те уççăн курăнать. Пурин кăмăлне те çĕклентерекен «Салам» сăмаха чăвашсем çеç мар, тутарсем те, вырăссем те, ирçесем те кăмăлтан калаççĕ. Чылайăшĕ тăван чĕлхесĕр пуçне ытти чĕлхепе сума суса калаçни те пĕлтерĕшлĕ.
Пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Çапла пулмалла та. Тăван чĕлхене пĕлни, ăна юратни тепĕр чĕлхене вĕренме те май паратаь.
«Чăвашла калаçма пĕлни хамăрăн тăван тăрăхра çеç мар, СВОра та питĕ кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне эпир ентешсемпе тăван чĕлхепе калаçса хамăрăн çар пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса паратпăр, кирлĕ вăрттăнлăхсене упратпăр...»,— çапла мăнаçланса пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне ятарлă çар операцийĕнчен кĕске отпуска килнĕ пĕр паттăр.
Альбина НИКОЛАЕВА
Сентябрь 2026 |
