ÇАНТАЛĂК кĕр енне сулăнни аванах сисĕнет: кăнтăрла хĕвел пăхсан та каçа сулхăнлатать. Йывăçсем çинчен сарăхнă çулçăсем те тăкăнма пуçларĕç. Хĕле валли çурт-йĕре хутса ăшăтма хатĕрлеме те вăхăт. Инкек курас мар тесен кăмакапа усă куракансен вĕсене тĕплĕн пăхмалла, çуркаланнă вырăнсене сапламалла. Çулла кайăксем мăрьесем çине йăва тума, эрешмен картисем нумайланса кайма пултарнине те шута илмелле. Газ котелĕсене ятарлă специалистсем тĕрĕслеме килсен алăк умĕнчен çавăрса кăларса ямалла мар. Çавăн пекех шкулсемпе ача сачĕсене, культура çурчĕсене сивĕ кунсем ан хăратчăр тесен хутмалли тапхăрччен пурнăçламалли ĕçсене вĕçлемелле.
Сентябрь 2026 |
