Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 9 хутчен Чăваш АССРĕн чемпионĕ пулнă, республикăри тата Раççейри ăмăртусенчен темиçе хутчен те çĕнтерÿпе таврăннă Федор Моисеев спортсмен ячĕпе кире пуканĕ йăтассипе турнир иртнĕ. Тупăшăва округри, республикăн ытти муниципалитечĕсенчен, Ульяновск, Чулхула, Самар облаçĕсенчен, Тутар Республикинчен, Мари Элтан 60 ытла спортсмен хутшăннă, ăмăрту çивĕч иртнĕ.
Мероприятинче асра юлмалли самантсем та пулнă. Тĕнче класлă Раççей спорт мастерне, Раççей тата Европа чемпионне, кире спорчĕн Тĕнче кубокĕн призерне Борис Глинкина «Патăрьел муниципалитет округĕ умĕнчи çитĕнÿсемшĕн» медальпе чысланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов тăрăшнипе «Паттăр» физкультурăпа спорт шкулĕн директорне Анатолий Афанасьева кĕрешÿ кавирĕ валли сертификат панă.
Ольга ПАВЛОВА
Сентябрь 2026 |
