Ырă пуçару уçать анлă çул

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2026, 10:45 Просмотров: 16

Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа Турхан территори пайĕнче тухăçлă усă курма тăрăшатпăр. Çулсеренех территори пайне кĕрекен ялсенчи ырă улшăнăва, хута каякан çĕнĕ объекта йышпа пĕрле пахалама та кăмăллă. Акă, кăçал уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе кар тăрса виçĕ объекта пурнăçа кĕртрĕмĕр.

Хурама Тварĕнчи масар территорине хăтлăх кÿрес тĕллевпе программăпа килĕшÿллĕн йĕри-таврах профнастилпа тытса çавăрчĕç. Юсаса тирпейленĕ масар çурчĕ çине халăх вăйĕпех купол вырнаçтарчĕç. Сăваплă вырăна пыракан çула та тикĕслесе йĕркеленĕ. Хурама Твар çын шучĕпе пысăк ял мар пулин те, вĕсем яланах çĕнĕ ĕçе хавхаланупа пурнăçлаççĕ, тăван ял малашлăхĕшĕн, унăн илемĕшĕн пĕр шухăшлă пулса тăрăшаççĕ. Ял старости, муниципалитет округĕнчи Общество палатин членĕ Терентий Давыдов ертсе пынипе кирек мĕнле ĕçе те пуçарулăхпа пурнăçлани савăнтарать.

Игорь Вавилов староста Упамсасемшĕн ырă пуçарăва анлă çул параканĕ, ăна пурнăçа кĕртме пулăшаканĕ. Çак ялсем те кашни çулах «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна хастар хутшăнаççĕ. Кăçал çак мелпе Ленин урамне çул сарса хăтлăлатрĕç. Юлашки çулсенче Упамса та палăрмаллах çĕнелчĕ, капăрланчĕ.

Турхансем паянхи кун ял варринче вырнаçнă ача-пăча тата спорт лапамĕпе савăнса пĕтереймеççĕ. Проект хакĕ 2 миллион тенке яхăн. Халĕ кунта кашни кунах шăпăрлансем выляса киленеççĕ, аслăрах пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем тĕрлĕрен тренажер хатĕрĕпе хул-çурăмне тĕреклетеççĕ, вăхăтне усăллă тата кăмăллă ирттереççĕ. Çак площадкăна та кăçал «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа турăмăр. Çывăх вăхăтрах халăх вăйĕпех çак территорие карта тытса хăтлăлатасшăн.

Малашнехи плансем те пысăк. 2027 çулта «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçа кĕртме 4 проект тăратрăмăр. Турханта Перлов урамĕнче пурăнакансен пуçарăвĕпе пĕр çухрăм çула вак чул сарса тирпейлесшĕн. Тепĕр виçĕ проекчĕ Упамса ялĕпе çыхăннă. Новая урама тата шыв башни патне каякан çула сарма, Ленин урамĕ вĕçĕнчи кĕпере тума палăртса проектсем тăратнă. Халăх пуçарнă ĕçсем яланах çак ялта кал-кал тă ăнăçлă пулса пыраççĕ. Шанас килет, 2027 çулта ял тата хăтлăланĕ, çĕнелĕ

Алина АНТОНОВА,

Турхан территори пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика