«Ниме» — халăх шанчăкĕн, ял хăтлăхĕпе малашлăхĕн никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 09:55 Просмотров: 24

Çĕнĕ Ахпÿрт территори уйрăмĕнче 2026 çулта федераци шайĕнчи икĕ проекта хутшăнса икĕ ялта — Çĕнĕ Ахпÿрт тата Кивĕ Катек ялĕсенче — палăксене çĕнетрĕç. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула, Чăваш Республикинчи халăх пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан проекта хутшăнман. Çакна шута илсе кăçал ял çыннисемпе канашласа 2027 çул валли сакăр проект тăратнă. Территори пайĕн пуçлăхĕ Лариса Казакова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен ултă проекчĕ çул тăвассипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен çак ыйту ял çыннине чăн малтан пăшăрхантарать. Пуçаруçăсен шухăшне тĕпе хурса урамсене тирпей-илем кĕртес ыйтăва «Ниме» —Халăх бюджечĕ» проекта кĕртме йышăнни халăха яла хăтлăлатма пысăк шанăç парать.

Акă мĕн пĕлтерчĕç кун пирки ялсенче пурăнакан пуçаруçăсем:

Дмитрий Майрин, Кивĕ Катек ялĕ: «Пирĕн тăрăхри ял халăхĕ ытларах çĕр ĕçĕпе пурнăçа сыпăнтарса пурăнать. Тĕрлĕрен техника çÿресе çула хăвăрт çĕмĕрет, юрăхсăра кăларать. Çул çинче шăтăк-путăк нумайланса кайнипе çăмăл автомашинăпа çÿреме те çăмăл мар. Хамăр пурăнакан «50 лет Октября» урама 800 метр тăрăшшĕпе вак чул сарса тирпейлеме хатĕр эпир. Çак тĕллевпе проекта хутшăнма 450 пин тенкĕ пуçтарнă.

Галина Веревкина, Николай Нянин, Кивĕ Катек ялĕ: «Николаев урамĕнче пурăнакансем 10 çул каяллах хамăр вăйпа урама вак чул сарса якатнăччĕ. Унтанпа вăл чылай кивелчĕ. Çул кирлех тесе шутларăмăр. Пирĕн урампа пурте ял масарне каяççĕ. Çавăнпа та ялта пурăнакансем çеç мар, хуларисем те укçа-тенкĕпе пулăшасса шанатпăр».

Юрий Улангин, Татмăш ял старости: «Ялта пурăнакана пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусенчен пĕри — пахалахăлă çул. Эпир «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна хаваспах хутшăнатпăр. Ял хăтлă та тирпейлĕ пулни пуриншĕн те кăмăллă».

Александр Захаров, Надежда Шакееева, Çĕнĕ Ахпÿрт: «Йĕпе-сапа вăхăтĕнче, кĕркунне-çуркунне пирĕн урамсене ятарлă служба машинисем те нушаланса çеç кĕреççĕ. Пахча çимĕçе сутас тесен те машинăсем пирĕн урама килесшĕн мар. Лайăх çул кирлех тесе шутлатпăр».

Çавăн пекех Çĕнĕ Ахпÿртри масар картине те халăх пуçарăвĕпех пурнăçласшăн. Виктор Иракин ял хастарĕ çак тĕллевпе ятарлă счет çине 136000 тенкĕ укçа хывнă. Маларах та вăл ял хăтлăхĕшĕн тăтăшах ыркăмăллăхпа сахал мар пулăшнă. Яла кĕнĕ çĕрте хĕресе тата часовньăна та унăн вăйĕпех тунă. Сăмах май каласан, Патăрьел округ администрацийĕ тирпей-илем енĕпе йĕркелекен кăçалхи конкурсра çак обществăлла объект пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» проект пире шыв насосĕ ларакан пÿлĕме çĕнетме те май парĕ тесе шутлатпăр.

Людмила САЧКОВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика