Çапла, кăçал вăл иртнĕ çулсемшĕн те план тултарас тенĕ евĕр тÿперен тăкăнать те тăкăнать... Хуралтăсен, çуртсен тăррисем те йывăра чăтаймасăр ишĕлсе аннă тĕслĕхсем пулчĕç. Çуркунне çитнĕ май зданисем тăрринчен пăрланнă юр шуса анма пуçларĕ. Айккинерех çÿремелли пирки çынсене тепĕр хут асăрхаттаратпăр.
Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем пÿрт тăрринчи юрсене хăйсен вăйĕпе антараççĕ. Çамрăксем те, аслисем те кĕреçе тытсах тăрăшаççĕ. Çапах та юр тасатнă чухне тимлĕхе çухатмалла мар. Пирĕн округра та асăрханманран тăватă çын суранланнă, вĕсене медицина пулăшăвĕ те пама тивнĕ.
Апрель 2026 |
