Пушар тăватă хуçалăха кăтартнă шар

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:44 Просмотров: 160

ПУШАР тесен сехре хăпать. Çулăм пĕр хĕрхенмесĕр ĕмĕр пухнă пурлăха кĕле çавăрать. Февраль уйăхĕнче тăватă хуçалăхра вăл алхаснă. Юлашкинчен, февралĕн 28-мĕшĕнче, Татмăшра пулнă. Вутра хуралтăсем сиенленнĕ. «Хĕрлĕ автана» Патăрьелĕнчи пушар чаçĕнче тата Çĕнĕ Ахпÿртри пушар хуралĕнче вăй хуракансем ытлашши хуçаланма паманран çурта сыхласа хăварнă.

Тăватă пушар та электропроводкăран тухнă. Пĕр-пĕр ялта инкек пулсан кăшт вăхăт иртсенех çынсем çакăн пирки (пулăшу ыйтса мар!) социаллă сетьсене кăларса хурасси йăлана кĕчĕ. Пулăшу пама васкас вырăнне телефон тытса фото е видео ÿкерттерни килĕшмест, паллах.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика