Мартăн 2-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Земство почтальонĕ — 2026» конкурсăн суйлав тапхăрĕ пуçланчĕ. Заявкăсене земскийпочтальон.рф сайтра йышăнаççĕ. Конкурс «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн виçĕ тапхăрпа иртет: апрелĕн 2-мĕшĕччен заявкăсене йышăнаççĕ, çак уйăхăн 3-24-мĕшĕсенче регионсенчи экспертсем финалистсене палăртаççĕ, майăн 25-27-мĕшĕсенче Мускавра финал тата чыслав иртет.
Çĕнтерÿçĕсене «Чи лайăх почтальон», «Халăх почтальонĕ» номинацире палăртĕç.
Хисеплĕ почтальонсем, конкурса хутшăнма васкăр!
Апрель 2026 |
