Çĕр улми куравĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:46 Просмотров: 82

Республикăра мартăн 4-5-мĕшĕсенче «Çĕр улми — 2026» куравĕ ĕçлерĕ. Кунта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, продукцие тирпейлекен предприятисен ĕç-хĕлĕпе паллашма май пур. Лапама Раççейре

ÿстернĕ çĕр улмин 15 сортне — хамăрăн тата ют çĕршывсенчи селекцисене — илсе килнĕ. Çавăн пекех наукăпа практика конференцийĕсем ĕçленĕ.

Республикăра 2025 çулта çĕр улми туса илме 88 млн тенкĕ уйăрнă, кăçал çак хисеп 100 млн тенкĕрен те иртет. Пулăшу кăтартăвĕ куç умĕнче — Чăваш Ен 100 гектарта «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Курава муниципалитетран сумлă делегаци те кайнă, агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансем те хутшăннă.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика